Çак хĕрарăмăн темиçе юратнă киленĕвĕ (хобби) пур. Евгения Федоровна питĕ ĕçчен çын. Вăл пур ĕçе те ăста: штукатур-маляр‚ алĕç ăсти‚ пахчаçă тата ытти те. Унсăр пуçне вăл кĕнекесем вулама та вăхăт тупать. Ялта Евгения Федоровнăн чечек клумбисене çитекенни çук та пулĕ. Унта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем‚ ÿсен-тăрансемпе тĕмсем ÿсеççĕ. Хĕрарăмăн чĕри уçă та ырă пулнăран вăл пĕр ял çыннисемпе вырăнти шкул ĕçченĕсене калчасемпе‚ чечексен суханĕсемпе‚ хунавсемпе тивĕçтерет. Евгения Федоровна хăй вăхăтĕнче ландшафт дизайнĕн специальноçне алла илнĕ. Паян вăл вĕренекенсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать‚ шкул çумĕнчи лапамра йăрансем тума пулăшать.
Кăçал вара эпир Е.Ф.Махлеевана шкула‚ ĕç урокне хăна пулса пыма йыхравларăмăр. Хĕрарăм пирĕн йыхрава савăнса йышăнчĕ. Хальхинче 7-8 класс хĕр ачисем алĕç ăстин хĕресле тĕрленĕ ĕçĕсен коллекцийĕпе интересленчĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕренекесем чылай ыйту пачĕç. Евгения Федоровна вара кашни ыйту çине кăмăлтан, питĕ тĕплĕн хуравларĕ.
- Эпĕ вăрçă хыççăн 1951 çулта çуралнă. Анне ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле ырмиканми ĕçленĕ. Атте‚ вăрçăра пулнăскер‚ час-часах чирлетчĕ. Пирĕн çемьере тăватă ача çитĕнетчĕ. Эпĕ вара чи асли пулнă. Кăнтăрла аттепе аннене хуçалăхра пулăшмалла пулсан‚ каçхине аннепе пĕрле çĕлеттĕм‚ çыхаттăм‚ тĕрлеттĕм. Алă ĕçне хăнăхнăшăн питĕ савăнатăп. Эпĕ мĕн пĕлнине мана анне вĕрентнĕ. Хăй те пур ĕçе те ăстаччĕ, – аса илчĕ Евгения Федоровна. – Анне апат-çимĕçле тата пысăках мар укçашăн пĕр ял çыннисене кăмака хăпартса панă‚ кавирсем тĕртнĕ. Кÿршĕсем пиртен лайăхрах пурăнатчĕç. Çавăнпа тăхăннă тумтирĕсене пире паратчĕç. Пĕрре çапла панă япаласем хушшинче кăвак тĕслĕ свитер пурччĕ. Унăн çанни кивелнĕччĕ‚ умĕпе хыçĕ вара лайăхах сыхланса юлнă. Эпĕ кивĕ свитера çурăм‚ унтан ăна сÿтрĕм. Сÿтнĕ çипрен хама валли калпак‚ шарф тата алсиш çыхрăм. Манăн савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Пĕр класра вĕренекен хĕр ачасем епле кĕвĕçетчĕç. Халĕ вара урăх вăхăт. Пурте пур. Хамăра килĕшекен алă ĕçне тупмалла та пĕр ÿркенмесĕр аталанмалла, - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ.
Асăннă тĕпулăва хĕрарăм пушă алăпа килмен. Вăл «пэчворк» стилĕпе кивĕ джинс материалĕнчен çĕленĕ пĕчĕк минтерсемпе плед‚ çи витти кăтартрĕ. Унтан шкула асăнмалăх «флористика» техникипе усă курса тунă картинăна парнелерĕ.