Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
27 Мартӑн , 09:30

Йăмран ялĕн уйрăмлăх паллисем унăн ĕçĕсенче палăраççĕ

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче тĕлĕнмелле алĕç ăсти Вера Герасимова пурăнать. Вăл пушă вăхăтра тĕрлет, вак шăрçасенчен мăй çыххисем тăвать.

Йăмран ялĕн уйрăмлăх паллисем  унăн ĕçĕсенче палăраççĕ
Йăмран ялĕн уйрăмлăх паллисем унăн ĕçĕсенче палăраççĕ

Унăн алли витĕр питĕ илемлĕ япаласем тухаççĕ. Вĕсен умĕнчен ахаль иртсе кайма май çук, тĕрлĕ тĕссемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе куçа илĕртеççĕ, чунра лăпкăлăх çуратаççĕ, илемлĕх туйăмне вăратаççĕ. Тÿрех паллă – пысăк талантлă çын алли тунă вĕсене, япаласем урлă чăваш халăхĕн ылтăнран та хаклă пуянлăхне, йăмрансене ытти чăвашсенчен уйăрса тăракан паллăсене палăртнă. Ал ĕçĕсем çине пăхнă май, вĕсене алăпа тума пултарнине ниепле те ĕненес килмест. Ара, мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăхăт кирлĕ вĕсене куракан патне илсе çитерме!
Вера Николаевна – ялти «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕн (ертÿçи – Алина Степанова) хастарĕсенчен пĕри. Кинемей (çапла калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть, мĕншĕн тесен хăш-пĕр çамрăксенче те ун чухлĕ вăй-хăват çук пулĕ) хăй пултарулăх анинче 58 çул тăрăшать, куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнлать. Сăмах май çакна та каламалла: Вера Герасимова асăннă ялта çуралса ÿснĕ, вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса 42 çул вăй хунă. «Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă», – тет хăй пирки сумлă ватă. Мăшăрĕпе 4 ачана пурнăç парнеленĕ, тĕрĕс воспитани панă. Паян вăл 7 мăнукĕпе савăнать. Телейĕ – ăрăва тăсакансенче-çке.
«Алĕçĕпе хăçантанпа кăсăкланатăр? Чун киленĕçĕ мĕнрен пуçланчĕ-ха?», – тесе ыйтрăм эпĕ.
– 2010 çулта ĕçлеме пăрахсан пуçĕпех алĕçне кĕрсе ÿкрĕм. Чăваш Енри Комсомольски районне кайсан мăй çыххи туянтăм. Унти эрешсене пăхса мăй çыххи туса пăхрăм. Ĕç тухрĕ, ăнчĕ. Ытти капăрлăхсене авалхи чăваш эрешĕсене шута илсе ăсталарăм. Тĕрлеме вара мĕн ачаранах юратнă. Сирĕн умăрта – сурпан тĕррисем. Ĕлĕк тĕрĕсем пурте пĕрешкел пулман. Кашни тĕррĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ, пĕлтерĕшĕ. Эпĕ тĕрленĕ эрешсенче пирĕн ялăн паллисене курма пулать. Репетицисенчен таврăнсан, пушă вăхăтра тĕрлеме, вак шăрçасенчен мăй çыххисем тума ларатăп, – терĕ чунĕпе çамрăк кинемей хăйĕн ĕçĕсене кăтартнă май.
Вера Николаевна, ăсталăхăр çултан-çул хушăнса пытăр. Пултарулăхра яланах хавхалану пултăр, куçсенче савăнăç хĕлхемĕ çиçтĕр!
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Йăмран ялĕн уйрăмлăх паллисем  унăн ĕçĕсенче палăраççĕ
Йăмран ялĕн уйрăмлăх паллисем унăн ĕçĕсенче палăраççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: