Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Фестиваль
28 Апрелӗн , 10:25

Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче çулсерен «Çамрăклăх. Прогресс. Наука» студентсен ăслăлăх фестивалĕ иртет. Кашни факультетра çак енĕпе мероприятисем йĕркелеççĕ, секцисенче студентсем тĕпчев ĕçĕсене сÿтсе яваççĕ, наука анинче ырми-канми ĕçлекенсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ, шкул ачисене явăçтараççĕ…

Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă

Пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пушкăрт Республикинчи халăхсен ритуаллă йăла апачĕ» ятпа гастрофестиваль иртрĕ. Çтерлĕ филиалĕнче тĕрлĕ халăх ачисем вĕреннĕ май асăннă фестивале йĕркелеме чăрмав пулмарĕ. Филиалта ăс пухакан пушкăрт, тутар, чăваш, вырăс, туркмен студенчĕсем, Çтерлĕ хулинчи Джалиль Киекбаев ячĕллĕ 3№ гимнази вĕренекенĕсем унта хаваспах хутшăнчĕç. Гастрофестиваль тĕллевĕ – филиалта вĕренекен студентсен хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетесси тата халăхсен культурипе йăли-йĕркисене упраса хăварасси, Пушкăртстанра пурăнакан халăхсем ирттерекен йăласенче усă куракан ритуаллă апатсемпе тата наци тумĕпе паллаштарасси.
Студентсем вăл е ку йăла-йĕркери пĕлтерĕшлĕ апатсене пĕçерсе килсе вĕсемпе еплерех усă курнине кăтартса пачĕç. Ытларах туй йăлипе çыхăннă апатсем пирки сăмах пычĕ. Тутарсен туйра чи сумли – чак-чак. Тутар туй йăли тăрăх пулас кин упăшки килне чак-чакпа пырса кĕрет. Асăннă апат хĕрĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне кăтартать. Каччăн тăванĕсем çимĕçе укçа парса илмелле пулнă. Тутар халăхĕн туй апачĕпе тутар уйрăмĕнчи «Мирас» пултарулăх ушкăн паллаштарчĕ.
Пушкăрт павăрсакĕ те туйра пĕлтерĕшлĕ апатсенчен пĕри шутланать. Унпа çĕнĕ çын каччă тăванĕсене хăналать. Павăрсака мĕнлерех пĕçерни тăрăх хĕрĕн ĕçченлĕхне хакланă. Çакăн çинчен пушкăрт уйрăмĕнче 4 курсра вĕренекен Камила Акилова каласа кăтартрĕ.
Чăваш уйрăмĕнчи студентсем Кристина Никифоровапа Анастасия Федорова чăваш туй апачĕпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен пĕри – çĕнĕ çын икерчи. Каччă килĕнче туйăн тепĕр кунне хĕве хупнă çамрăк мăшăра ир-ирех вăратаççĕ. Малтан сурпан сыраççĕ, хушпу тăхăнтартаççĕ. Çĕнĕ çынна «шыв çулĕ уçма» яраççĕ. Вăл илсе килнĕ çăл шывне туй халăхне укçалла ĕçтерет, унтан икерчĕ пĕçерет. Çĕнĕ çын икерчине те укçа тÿлесе илеççĕ.
Вырăс халăх культуринче те йăла апачĕсем чылай. Мăнкунра (Пасха) сĕтел çине тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ кулич, сухан хуппине вĕретсе сăрланă çăмарта лартаççĕ. Çак кун ача-пăчасем çăмарта кустармалла выляççĕ. Екатерина Свечникова филологи факультечĕн 1 курс студентки вырăс Мăнкунĕпе паллаштарнă май авалхи вăйăсенчен пĕрне кăтартрĕ.
Туркмен халăхĕн паллă апачĕ – плов. Ăна туйра та, ача çуралсан та хăнасене сĕнеççĕ. Асăннă апатсăр туркменсен пĕр уявĕ те иртмест. Плов пĕçерме те пысăк ăсталăх кирлĕ иккен, мĕншĕн тесен вăл темиçе тĕрлĕ пулать. Çакăн çинчен филологи факультетĕнче 1 курсра вĕренекен Хатыджа Кульджанова каласа кăтартрĕ.
Пушкăрт тата тутар халăхĕ çуркунне çитсен авалтан килекен «курак пăтти» мешехе ирттернĕ. Курак хăйĕн çунатти çинче çуркуннене илсе килет тесе ĕненнĕ. Палăртнă кун илемлĕ тумланнă ача-пăча килсерен сĕт-çу, çăмарта, кĕрпе пухать. Унтан ачасем ялăн чи çÿллĕ вырăнне пухăнса пăтă пĕçереççĕ. Çакна Çтерлĕ хулинчи Джалиль Киекбаев ячĕллĕ 3№ гимнази вĕренекенĕсем театрализациленĕ куравра кăтартса пачĕç. Курма килекенсене курак пăттипе хăналарĕç.
Гастрофестиваль валли ятарласа пĕçернĕ йăла апачĕсене пурте тутанса пăхрĕç.
Лира АФАНАСЬЕВА, тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ.
Çтерлĕ хули.

Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Ĕçме-çиме те йăла-йĕркепе çыхăннă
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: