Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
26 Мартӑн , 11:55

Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ

Нумаях пулмасть Ĕпхÿри хула Культура керменĕнче Марина Васильеван пĕрремĕш концерчĕ иртнĕ. Асран кайми каç чуна уçса яракан халăх, эстрада, чăваш юррисем янранă.

Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ

Марина Васильева çинчен эпир «Урал сассин» 2023 çулхи 13 номерĕнче вăл Андрей Малаховăн «Песни от души» передачинче пулни çинчен çырнăччĕ.
Марина Васильева – Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕ. Вăл Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралса ÿснĕ, Октябрьск хулинчи музыка колледжĕнчен, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи искусствăсен факультетĕнчи халăх юррисен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕпхÿ хулинчи Культура керменĕнче солист-вокалист пулса ĕçлет.
Марина Васильева хăйне сцена çинче пур енчен те лайăх кăтарнă, куракансене театрализациленĕ юрăсемпе савăнтарнă. Хÿхĕм концерт номерĕсем çынсен чун-кăмăлне пăлхатмасăр иртмен. Уйрăмах «Притяжение» юрă театрĕн ушкăнĕнчи ĕçтешĕсемпе юрланă юрăсем куракансен асĕнче юлнă.
Чăваш хĕрĕн Марина Васильеван пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ, унăн артистпа юрăç пултарулăхĕ, уçă кăмăлĕ, хăвачĕ куракансене тыткăна илнĕ. Вĕсем вăрах вăхăт тăвăллăн алă çупни çакна çирĕплетнĕ те. Уçă саслă юрăçа пултарулăх анинче ăнăçу сунатпăр. Яланах юрă валли хавхалану тупăнтăр. Кашни пуçару пултарулăха аталантарма, ĕмĕте пурнăçа кĕртме май патăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА. Ĕпхÿ хули.

Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Чăваш хĕрĕн пĕрремĕш концерчĕ ăнăçлă иртнĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: