Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
28 Апрелӗн , 11:00

Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чишма районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май пиллĕкмĕш хут иртекен «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă. Акцие Раççей Геройĕ Максим Серафимов ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриотизм паркĕн территорийĕнче йĕркеленĕ.

Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă
Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă

 - «Асăну сачĕ» акци икĕ сăлтавпа пĕлтерĕшлĕ. Эпир ахаль çеç йывăç лартмастпăр. Çакă пирĕн вăрмансене çĕнетме пулăшать. Чи пĕлтерĕшли - кашни йывăçа Совет Союзĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă,  - тенĕ Радий Хабиров.

300 çăкапа Крым хырне лартассипе çыхăннă акцие Херсон облаçĕн губернаторĕ Владимир Боделан, вăй структурисен ертÿçисем, Белорецкпа Мелеуз районĕсенчи 10-мĕш класс ачисем хутшăннă.

«Раççей» выставка-куравра Крым хырĕсенчен пĕрне Крым Республики Пушкăртстана панă.   

   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: