Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Акци
28 Апрелӗн , 16:00

Радий Хабиров «Патриот» паркра пушкăрт чĕлхипе диктант çырнă

Ĕнер, апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Максим Серафимов Раççей Паттăрĕ ячĕпе хисепленекен паркра Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕтĕм тĕнчери пушкăрт чĕлхипе çыракан диктанта хутшăннă. Унсăр пуçне çак ĕçре Белорецк тата Мелеуз районĕсенчи вуннăмĕш класра вĕренекенсем (вĕсем кунта çар сборĕ иртеççĕ), 10 шкул директорĕ тата акцине йĕрелекенсем хăйсене тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă. Диктант текстне Раççей тата Пушкăртстан халăх артисчĕ Хурматулла Утяшев вуланă.

Радий Хабиров «Патриот» паркра пушкăрт чĕлхипе диктант çырнă
Радий Хабиров «Патриот» паркра пушкăрт чĕлхипе диктант çырнă

Пĕтĕм тĕнчери вĕрентÿ акцине Пушкăртстанра, Раççĕйри регионсенче тата ют çĕршывсенче  çынсем хушшинче тăван чĕлхене вĕренес туртăма ÿстерес, чĕлхе культурине çĕклес, пушкăрт  чĕлхине анлăлатас тата аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăл кăçал шучĕпе вуннăмĕш хут иртнĕ.

Аса илтеретпĕ, пуçласа диктанта 2015 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнче çырнă. Ун чухне шухăшне параканĕ университет преподавателĕ Рашида Магадеева (халĕ «Ватандаш» журналăн тĕп редакторĕ) пулнă. Вăл сĕннине востоковедени тата пушкăрт чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин ертÿçи Гульфира Абдуллина, пушкăрт филологи, востоковедени тата журналистика кафедрин деканĕ Риф Ахмадеев, университетăн ректорĕ Николай Морозов ырласа йышăннă. Вĕсене пурне те ĕнер Пушкăртстан Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсем парса чысланă.

2019 çултан пуçласа акци тĕнче шайĕнче ирте пуçланă. Çулсерен диктант çырмалли лапамсен шучĕ, хутшăнакансен географийĕ ÿснĕ. 2019 çулта 69 687 çын диктант çырнă, 2023 çулта - 340 333 çын. Вĕсенчен 14 327-шĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсенче, 1296-шĕ ют çĕршывсенче (Казахстан, Узбекистан, Турци, Канада, АПШ, Китай, Таджикистан, Великобритани, Испани, Итали, Польша, Иран, Пĕрлешнĕ Араб Эмирачĕсем, Аргентина, Индонези).

Кăçалхи диктантсен тексчĕсен авторĕсем  - пушкăрт сăвăçи, куçаруçă, «Акбузат» журналăн тĕп редакторĕ Лариса Абдуллина журналист, Мунир Кунафин çыравçă, Зифа Ильбахтина педагог тата таврапĕлÿçĕ.

Сăмах май, апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе те диктант çырасси иртнĕ. Унта Пушкăртстанри чăвашсем те хастар хутшăннă. Уйрăмах Чекмагуш, Авăркас, Пелепей, Пишпÿлек, Кармаскалă, Ермеккей, Шаран районĕсенчи тата Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенчи ентешсем пуçаруллă пулнине палăртмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: