Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
28 Апрелӗн , 10:00

Çамрăксен лабораторине йĕркелеме 16 млн тенкĕ уйăрнă

РАН Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕ – НОЦ Еврази наука организаци çумĕнче çамрăксен çĕнĕ лабораторине уçĕç. Ăна кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме республикăна федераллă бюджетран 16 млн тенкĕ ытла уйăрса панă тесе пĕлтернĕ ПР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Максим Забелин.

Çамрăксен лабораторине йĕркелеме 16 млн тенкĕ уйăрнă
Çамрăксен лабораторине йĕркелеме 16 млн тенкĕ уйăрнă

 - РАН Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн Нефтехимипе катализ институчĕн çамрăк ăсчахĕсем вăрах хытакан дизельлĕ топливо шутласа кăларас тĕлĕшпе ĕçлĕç. Вăрах хытакан топливо (е хĕллехи дизель) – сивĕ условисенче усă курмалли топливо. Вăл Аякри Çурçĕрте те шăнмĕ. Асăннă продукципе шартлама сивĕсенче усă курма май пулĕ,  - каласа панă Максим Забелин.

Çамрăк ăсчахсен наука çитĕнĕвĕ  ют çĕршывсенчен илсе килекен катализаторсене пĕтĕмпех улăштарĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: