Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
26 Мартӑн , 12:30

Елена Шурту Пушкăртстанăн патшалăх наградине тивĕçнĕ

Март уйăхĕн 22-мĕшĕнче Культура ĕçченĕн кунне халалласа Пушкăрт патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ. Унта ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе патшалăх наградисемпе чыслассине йĕркеленĕ.

Елена Шурту Пушкăртстанăн патшалăх наградине тивĕçнĕ
Елена Шурту Пушкăртстанăн патшалăх наградине тивĕçнĕ

«Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн артисчĕ, сцена ăсти Елена Хорькова (Шурту) тивĕçнĕ. Ăна икĕ тăванла республика хушшинчи туслăха, Чăваш Ен тата Пушкăртстанри чăвашсен культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн панă. Шел пулин те, артистка ĕçе пула савăнăçлă церемоние килсе çитеймен.
Елена Владимировна – пирĕн ентеш (Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ), ПР Чăваш культура обществин Шупашкар хулинчи пĕрремĕш председателĕ. Вăл Пушкăртстанри чăваш культура обществин Чăваш Республикипе çыхăннă обществăлла ĕçĕсене хастар ертсе пырать. Ăна наградăпа чыслани пур Пушкăртстанри чăвашсемшĕн те пысăк пулăм шутланать, чăваш культурине Пушкăртстанра хакланине çирĕплетет.
Елена Владимировнăна çак сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа чунтан саламлатпăр. Чăваш халăх культурине аталантарас ĕçре малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалануллă кăмăл-туйăм, зал тулли куракансем, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура
обществин председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: