Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
26 Мартӑн , 12:15

Пилĕк тĕрлĕ номинацинче вăй виçĕç

2024 çулхи апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче йăлана кĕнĕ XI чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Силпи асамачĕ» регионсен хушшинчи фестиваль-конкурс иртĕ.

Пилĕк тĕрлĕ номинацинче вăй виçĕç
Пилĕк тĕрлĕ номинацинче вăй виçĕç

Фестивале Пелепейри чăваш наципе культура автономийĕ йĕркелет. Ăна çак ĕçре Пелепей район администрацийĕ, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн ĕçченĕсем, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ пулăшса пырĕç. Конкурса культура учрежденийĕсен, ÿнер шкулĕсен, вĕрентÿ организацийĕсен пултарулăх коллективĕсене тата сцена çине уйрăм тухакансене йыхравлаççĕ.
Мероприятин тĕп тĕллевĕ яланхи пекех халăх культурин йăли-йĕркисене упраса хăварасси тата тăван чăваш чĕлхине аталантарасси пулса тăрать.
Пултарулăх конкурсне хутшăнакансен сцена çине тухма чăваш халăх тумĕсем е наци тумĕ евĕр çĕленĕ костюмсем пулмалла. Фестиваль пилĕк тĕрлĕ номинаципе иртет: фольклор юрри тата йăла-йĕрке (чăваш халăх юррине юрласси е йăла-йĕрке кăтартса парасси, 10 минутран ытла мар); эстрада юрри (пĕр те пĕр композиторăн юррине е эстрада юрри евĕр кĕвĕленĕ халăх юррине шăрантарасси); хореографи (вырăнти фольклор ташши е сюжетлă вăйăллă ташă); илемлĕ сăмах (вырăнти авторсен произведенийĕсене вуласси, пилĕк минутран ытла мар); инструментпа каласси (чăваш халăх инструменчĕсемпе каласси). Репертуара конкурса хутшăнакан хăй суйласа илет.
Фестивале хутшăнас тесессĕн «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн сайтĕнчи https://uralbatyr.ru/konkursy/2024/03/41881/ «Конкурсы» пайра заявкăна çырса хатĕрлемелле. Вĕсене йышăннă формăпа килĕшÿллĕн апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен, 18-00 сехетчен, йышăнаççĕ.
Конкурса хутшăнакансене икĕ ушкăна пайлаççĕ: ачасем (7-13 çулхисем) тата çамрăксем (14-18 çулхисем).
Мероприяти çак адреспа иртет: Пелепей хули, С.Ф. Горохов урамĕ, 28-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (34786) 4-04-55, 8-917-482-10-67 - Чăваш культура центрĕн ертÿçи Марина Денисова.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: