Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Апрелӗн , 17:34

Пелепей районĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессипе çыхăннă конкурса хутшăнать

Пелепей хулинче халăх йăли-йĕркисене упраççĕ çеç мар, çĕннисене те аталантараççĕ. Пирĕн хулана куçса килнĕ чăвашсем йĕркелесе янă.  Халăх шучĕпе чăвашсем Пелепей хулипе районĕнче те, республикăра та  тăваттăмĕш вырăн йышăнаççĕ. Паянхи самана умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри – тăван чĕлхине, историне, культурине пĕлекен, тавралăхне юратакан ăрăва, çынсене çитĕнтересси.

Пелепей районĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессипе çыхăннă конкурса хутшăнать
Пелепей районĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессипе çыхăннă конкурса хутшăнать

Тăван чăваш чĕлхине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕллевпе Пушкăртстан Республикипе Пелепей районĕнче пысăк масштаблă наципе культура пулăмĕсем иртеççĕ. Çав шутра - çулсеренех йĕркелекен «Чăваш чĕлхи кунĕ», «Акатуй» (Сабантуй), «Иванов вулавĕсем» республика шайĕпе иртекен наукăпа практика конференцийĕ, «Силпи асамачĕ» регионсем шайĕнчи ачасемпе çамрăксен фестивалĕ тата ыттисем те. Пелепей районĕнче тăван чĕлхене сыхласа хăварассине пысăк тимлĕх уйăракан республикăри пĕртен-пĕр чăваш гимназийĕ ĕçлет.  

Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ укçа-тенкĕпе çыхăнман организацисем Пушкăртстан Республикин грантне çĕнсе илессипе çыхăннă конкурса «Еткер медиацентр» проект тăратать. Ăна 2024 çулта Пушкăртстан Республикинчи патшалăх тата тăван чĕлхесене упраса хăварас тĕллевпе субсиди евĕр параççĕ.

«Еткер медиацентр» чăваш чĕлхине упрама тата аталантарма пулăшĕ. Вăл пирĕн хулапа районти, республикăри чăвашсемпе ытти халăхсене пĕрлештерекен пĕртен-пĕр инфомаци хăтлăхĕ пулĕ. Çĕнĕ майсем пулăшнипе эпир вырăс тата чăваш чĕлхисемпе хыпарсем пĕлтерĕпĕр. Медиацентр кирек мĕнле кăткăс проектсене те пурнăçа кĕртĕ. Эпир анлă спектра ярса илĕпĕр, видеороликсемпе передачăсем, документлă фильмсем  ÿкрессинчен пуçласа пысăк трансляцисем ирттересси таран.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: