Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
21 Июнӗн 2022, 10:38

«Урал сасси» пуласлăхĕшĕн çунакансем

Нумай пулмасть, хаçатăн 23-мĕш номерĕнче, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районсемпе хуласенче «Урал сассине» мĕн чухлĕ çырăнса илнипе паллаштарнăччĕ. Таблицăна «Почта России» акционерлă обществăн Пушкăрстанри управленийĕ панă.

«Урал сасси» пуласлăхĕшĕн çунакансем
«Урал сасси» пуласлăхĕшĕн çунакансем

Çырăнтару кампанийĕн кăтартăвĕсем, паллах, савăнтармаççĕ. Çакă вулакансене те пăшăрхантарни, асăннă пулăм çине сÿрĕк кăмăлпа пăхманни пире питĕ савăнтарать.
Вĕсен тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăрас килет. Редакцие килнĕ çырăва илсе кăтартасшăн. «Ырă кун пултăр, хаçат ĕçченĕсем! Хаçат тиражĕн таблицине сăнанă май çырăнакансем сахал пулнине курсан эпĕ питĕ хурлантăм. Ăна çырăнтарас тесе ял çине тухрăм, 3 кун иртен пуçласа каçхи 11 сехетчен килĕрен çÿрерĕм. Хăш-пĕрисем патне, вĕсем вырăнта пулманран е урăх сăлтава пула, 2-3 хутчен каймалла пулчĕ. Тĕрлĕ мелпе усă курса 34 çынна çырăнтартăм. Давлекан хулинчи почта уйрăмне çитрĕм, редакцие квитанцисене ярса паратăп, лотерея вылявĕ ирттернĕ чух вĕсене усă курма ыйтатăп. 10 çын маларах çырăннăччĕ, 3 çын алăра укçа çуккипе каярах çырăнма шантарчĕç. Ункай тупса Канчăлав ялне çитме те шухăш пур». Ку çырăва Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, чăваш хастарĕ Ирина Сергеевна Ильина янă.
Тата çамрăксен тĕслĕхне те илсе кăтартасшăн. Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче пушкăрт тата тĕрĕк чăваш уйрăмĕнче куçăн мар мелпе вĕренекен Елена Алексеева 10 çынна хаçат çырăнтарнă.
Вулакансем хушшинче хаçат пуласлăхшĕн пăшăрханакан, чăваш чунлă хастарсем пулни питĕ те савăнтарать, пире малалла ĕçлеме хавхалану, вăй парать. Пысăк тав сире, Ирина Сергеевна тата Елена ырă ĕçĕршĕн. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр вулакансем хушшинче сарăласса тем пекех шанас килет.
Çырăнтару кампанийĕ июнь уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăсăлать. Шутлă кунсем юлаççĕ, хаçатпа пĕрле пулас тесен почта уйрăмне çитме васкăр. Хаçат хакĕ – 506 тенкĕ те 4 пус, индексĕ – 2754.
«Урал сасси»
хаçат редакцийĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: