Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
6 Июлӗн 2022, 10:00

Кирек мĕнле ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ

Хĕвеллĕ ăшă кунсенчен пĕринче эпир, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ялне çитрĕмĕр. Кунта килнин сăлтавĕ – çырăнтару ĕç-хĕлĕ тата материал пуçтарасси.

Кирек мĕнле ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ
Кирек мĕнле ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ

Шел, 400 ытла çын пурăнакан ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ хупăннă. Мĕншĕн тесен почта ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан çын çук. Çапах та халăхра çак ĕç вырăнне çын тупни пирки сас-хура пулчĕ-ха. Апла пулсан çитес вăхăтра Çирĕклĕ ялĕнче почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ уçăласса шанас килет.
Çирĕклĕсем пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем ялти лару-тăрупа паллаштарчĕç, ятлă-сумлă çынсем çинчен каласа пачĕç…Пирвайхи хут пулнă ялта курмалли питĕ нумай пулчĕ. Ку тăрăхра тăван чĕлхене юратакан, унпа пĕр вăтанмасăр калаçакан чăвашсем пурăннине палăртса хăвармалла. Кашни килĕре тенĕ пекех çынсем пирĕнпе чиперех чăвашла калаçрĕç. Çирĕклĕре «Урал сасси» хаçатăн тусĕсем пуррри кăмăла çĕклерĕ. Вĕсем йышлах мар пулин те, çапах та çукки мар. Хаçата нумай çул çырăнса илекенсен шутĕнче – Светлана Саватнеева, Сере Андреева тата Полина Григорьева. Çавăн пекех Александр Геннадиевич Петров ертсе пыракан ял Канаш ĕçченĕсем те пирĕнпе пĕр тĕвĕллĕ пулнине асăнса хăвармалла. Наталья Артемьева, Лариса Трофимова, Валентина Саватнеева тата ял Канаш пуçлăхĕ хаçата хаваспах çырăнчĕç.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: вăхăт çитменнипе мĕнпур урамсене те иртсе тухма май пулмарĕ. Апла пулин те Çирĕклĕ ялĕнчи çырăнтарăва япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Çак статьяна вуланă хыççăн çирĕклĕсем малашне эпир килессине кĕтсе тăмасăр тата та пуçаруллăрах «Урал сассине» çырăнасса шанас килет.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Çирĕклĕ ялĕ.

Кирек мĕнле ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ
Кирек мĕнле ялта та почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: