Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
16 Августӑн 2022, 11:18

Федор Андреев – лотерея çĕнтерÿçи

Ирина Ильина ертсе пынипе Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакансем 2022 çулхи иккĕмĕш çур çулхи çырăнтару кампанине хастар хутшăнни пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче çырса пĕлтернĕччĕ.

Федор Андреев – лотерея çĕнтерÿçи
Федор Андреев – лотерея çĕнтерÿçи

Çавăн пекех Ирина Сергеевна хăйех чăваш кăларăмне çырăннине çирĕплетекен квитанцисен копийĕсене лотерея вылявĕ валли редакцие ярса пачĕ. Лототрона çавăрса хушаматсем çырнă хутсене туртса кăларнă хыççăн Чуйăнчă-Николаевкăра пурăнакан виçĕ вулакан, Е.В. Герасимова номерсем тăрăх картина, В.Д. Иванова виçе тата Ф.В. Андреев самокат, выляса илчĕç.
Хăйне тивĕçнĕ парнене илме Федор Валериевич редакцие килсе çитрĕ.
– Çемьесене Давлекан хулине тăвансем патне илсе килтĕм те пĕр çула тухнăскер тесе Пелепей хулине те çитсе килме шутларăм. Виçĕ кунтан ĕçе кайма вăхăт çитет. Хаçатпа тахçантанпах туслă, ăна мăшăр çырăнса илет. Вăл килте ытларах пулать, – тет çемье пуçлăхĕ.
Федор Андреев самоката пĕртăванĕн икĕ çулхи хĕрне (племянница) парнелесси пирки пĕлтерчĕ. Хăйĕн ачисем самокат вăхăтĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Хĕрĕ кăçал Пелепей хулинчи медколледжран вĕренсе тухса Ĕпхÿ хулине ĕçлеме вырнаçнă. Ывăлĕ Çтерлĕ хулинче автомонтажник-технолога вĕренет. Çемье пуçĕ вахта мелĕпе Çурçĕрте ĕçлет.
Асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкнĕ, Е.В. Герасимовапа В.Д. Иванован парнисене хатĕрлесе панă хыççăн Федор Васильевичпа кăмăллăн сывпуллашрăмăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: