Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Мартӑн 2023, 13:00

XIX ĕмĕрти вырăс мар халăхсен вĕрентÿ системи

Асăннă статьяра наци ăнланăвне аталантарма, вак халăха вырăс, Раççей культурипе пĕрлештерме, наци интеллигенцине йĕркелеме пулăшнă Н.И. Ильминскипе И.Я. Яковлев хатĕрленĕ педагогика системине пăхса тухăпăр. Н.И. Ильминскипе И.Я. Яковлев тата вĕсен ĕçне малалла тăсакансем тăрăшнипе уçнă пуçламăш шкулсем Пушкăртстанри чăваш халăхне çутта кăлармалли пуçламăш тапхăр пулса тăнă.

XIX ĕмĕрти вырăс мар  халăхсен вĕрентÿ системи
XIX ĕмĕрти вырăс мар халăхсен вĕрентÿ системи

1864 çулта «Пуçламăш халăх училищисем çинчен калакан положени» вăя кĕрсен Н.И. Ильминскин системипе вак халăхсен ачисене пуçламăш классенче тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк панă. Тăван чĕлхе урлă вак халăхсен ачисене вырăслатасси тата ăна христианизацилес тĕллевпе усă курасси çинчен калакан ыйтăва чылай малтан çĕкленĕ пулнă. XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче миссионерсен шкулĕсенче чăваш чĕлхипе усă курма тытăннă, XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен чăвашлана куçарнă тĕн литературисем пичетленсе туха пуçланă. Ун чухне çак мероприятисем православи тĕнне çирĕплетмех пулăшман. Патша йĕрки вара христианизаци тата русификаци политикине ытларах полиципе администраци пулăшнипе ирттерме кăмăлланă. Çавăнпа та тăван чĕлхесемпе усă курасси иккĕмĕш плана куçнă. Унсăр пуçне хăйсен çырулăхĕ, куçару ĕçĕ кирлĕ шайра пулманни те чăрмантарнă.
Николай Ильминский Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен чĕлхисене миссионерпа русификаци тĕллевĕсемпе усă курассишĕн тăрăшнă, ытти çынсемпе танлаштарсан хăй шухăшĕсене пичет урлă çеç пĕлтермен, вĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе те пуçăннă. Н.И. Ильминский Сăваплă синод обер-прокурор патне çырнă доклад хутĕнче (1866 ç) те, пичет кăларăмĕсенчи нумай статьяра та вырăс мар халăхсенчен миссионерсем, учительсем хатĕрлени усăллă пуласси çинчен каланă. Вак халăхсем пĕлÿ, культура патне ытларах та ытларах туртăннине шута илсе Н.И. Ильминский çакна христианизаци тата русификаци тĕллевĕпе усă курма май пуррине тĕрĕс асăрханă. Унăн системинче çак икĕ тĕллеве пĕр тĕвве пуçтарнă, мĕншĕн тесен унăн авторĕ вак халăхсене вырăслантарасси ытларах вĕсенче православи тĕнне çирĕплетнинчен килет тесе шутланă.
Хăйĕн тĕнчеркурăмне вăл çак сăмах çаврăнăшĕсем урлă уçса панă: «Манăн хĕç-пăшал – вак халăхсен чĕлхисен кĕнекисем, вĕсен чĕлхипе вулакан кĕлĕсем, чиркÿ халапĕсем. Вĕсене пурне те пачăшкă ертсе пырĕ», – тенĕ вăл К.П. Победоносцев Сăваплă синод патне янă çырусенчен пĕринче. Çак мероприятисене пурнăçа кĕртме чи малтан вак халăхсене хăйсен тăван чĕлхипе вĕрентни кирлĕ пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, Н.И. Ильминский хатĕрленĕ шкул вĕрентĕвĕн системин тĕп хĕç-пăшалĕ вĕсен тăван чĕлхи шутланнă. Хăйĕн системин тĕп йĕркисене вăл статйисен ярăмĕнче тата кĕнекисенче каласа панă. Вĕсенче Николай Иванович маларах тунă йăнăшсене илсе кăтартнă. «Вак халăхсене валли уçнă вырăс чĕлхипе çеç пĕлÿ паракан малтанхи шкулсем халăх куçĕ умĕнче хăйсене начар енчен кăтартнă, христиан пĕлĕвĕ паракан вучах пĕлтерĕшне пурнăçлайман», – палăртнă вăл. «Пуçлăхсем шкултан вĕренсе тухакан пĕрремĕш кăларăма ял тата вулăс писарĕсем пулма çирĕплетнĕ. Хутла начар пĕлекен арçын ачасем взятка илнĕ, хĕрлĕ эрех ĕçнĕ, ватă çынсемпе çеç мар, хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе те чăрсăррăн калаçнă. Уçă кăмăллă хресченсем çакă шкулта воспитани илнинчен килет тесе шутланă. Укçа парса та, чееленсе те ачасене шкула каяссинчен хăтарма шутланă… Тепĕр енчен пăхсан, вак халăх ачи вырăсла кĕнекесемпе çеç вĕренсе пĕтĕмĕшле православи пĕлĕвĕ илет пулсан та нумай япалана ăнланмасть, е тĕрĕс мар ăнланать. Пуринчен ытла вăл туяннă пĕлÿсем тăван чĕлхен чĕрĕ формине йышăнма тата вĕсене хăйсен çемйинче ĕнентерÿллĕн сĕнме пултараймаççĕ.
Ун шухăшĕпе вак халăхсене христианство тĕнне йышăнтарни вырăслантарнин пĕрремĕш тапхăрĕ шутланать. «Христиан чăнлăхĕсем тăван чĕлхепе илтĕнсен çеç чĕрене вăйлăрах та тарăнрах хускатаççĕ. Христианла ăнланусемпе правилăсем çирĕпленсе çитсенех вак халăхсем вырăсланса кайрĕç», – тенĕ унăн системинчи йĕркесенчен пĕринче. Çакă вырăс мар шкулсенче вырăс чĕлхипе усă курмалла мар тенине пĕлтермест. Вырăс чĕлхине кирлĕ чухлĕ алла илсенех пĕлĕве çак чĕлхепе парас тĕллевпе усă курма пуçланă. «Вак халăхсен ачисене пуçламăш классенче тăван чĕлхепе вĕрентни – вырăс чĕлхине, вырăсла пĕлĕве алла илмелли чи шанчăклă çул-йĕр», – акă Н.И. Ильминскин «вак халăхсене пĕлÿ парас» ĕçе йĕркелессин тĕп принципĕ. Унăн системин юлашки тĕллевĕ – вак халăхсене вырăслантарасси, вĕсене тĕн тата чĕлхе тĕлĕшĕпе пĕр пек тăвасси.
Миссионерство практикине тĕпченĕ хыççăн вăл çак шухăш патне килсе тухнă: вырăнти халăхсен йăли-йĕркине тата чĕлхине пĕлекен вырăс священникĕ çак тĕллеве пурнăçа кĕртеймест. Миссионерсен ÿкĕтлев витĕмĕ пĕчĕк пулнине, вырăс тĕнне шанманнине, хăш чухне курайманнине те шута илсе Н.И. Ильминский «тăван халăхран тухнă çын учитель, пастырь ĕçĕсене вырăссенчен те ăнăçлăрах пурнăçлама пултарать» тесе шутланă. Çакна та хушса каламалла - йăхташĕсене вĕсем ытларах та шанаççĕ.
«Вак халăхсене христиан тата кăмăл-сипет пĕлĕвне ытахальтен çеç мар, шухăш-кăмăлĕн никĕсĕ пултăр тесен вĕсен тĕн тавракурăмне, кăмăл-сипет ĕненĕвне ăнланма тăрăшмалла», – çырнă вак халăхсене çутта кăларасси çинчен калакан системăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕринче.
Ун шучĕпе, вĕрентекен вырăнне е священник санне илес тесен вак халăх çыннин православи тĕнĕн тĕп догмачĕсене, кĕлĕ йĕркине пĕлмелле пулнă. Вырăс чĕлхине унпа ирĕклĕ калаçмалăх, тĕн кĕнекисене вуламалăх пĕлмелле пулнă. Кун чухлĕ пĕлÿ русификаци ĕçĕ-хĕлĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме çителĕклĕ шутланнă.

Кĕскен илсен, «Ильминский системи» çапларах пулнă. Ун айĕнче çав-çавах патша йĕркин вырăслантарупа миссионер политики пытаннă. Анчах патша администраторĕсемпе тĕн çыннисем христиан тĕнне йышăнтарассипе тата вак халăхсене вырăслатассипе çыхăннă çĕнĕ мелсене тÿрех кирлĕ пек хак парайман. Тăван чĕлхесене вĕрентесси пирки вырăс духовенстви те, аслă духовенство та ÿпкелесе калаçнă. Çапла майпа ытти халăх чĕлхисен сумĕ ÿссе каясран, вырăс культурине хăрушлăх кăларса тăратасран хăранă. Çавăнпа та «Ильминский системине» вăрахчен тĕпченĕ.

Ăна йышăнасси пирки тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсем нумай çул хушши тавлашнă. Асăннă системăна хирĕçленин тĕп сăлтавĕ – вак халăхсен çырулăхне туса хурсан вĕсен хушшинче ăс-тăн енчен çивĕч çынсем нумай пуласран, хăйне евĕрлĕ культура йĕркелеме пултаракан наци интеллигенцийĕ аталанасран хăрани. Çаксем пурте ирĕке тухас шухăша сарма пулăшĕç. «Ильминский системине» хирĕçлисенчен пĕринче çапла çырнă: «Чĕлхе вăл – халăх. Чĕлхене çырулăхпа хатĕрлесе, литература енчен илемлетсен, грамматика правилисене çирĕплетсе ăна шкулта е чиркÿре вĕрентме пуçласан çĕнĕ халăх, ăру туса хуратăр. Вĕсем хăйсен чĕлхипе мăнаçланĕç, ытти халăхсенчен уйрăласшăн пулĕç».
Н.И. Ильминский правительство ячĕпе çырнă официаллă документсенче, статйисенче пĕр хутчен çеç мар хăй сĕннĕ мероприятисем пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Вак халăхсене православи тĕнне йышăнтарни ислам витĕмĕнчен сыхласа хăварма пулăшасси çинчен каланă.
«Ильминский системине» уйрăмах ялсенчи вырăс духовенстви хирĕç пулнă. Вĕсем конкурентсенчен (вак халăхсенчен тухнă чиркÿ çыннисем) хăраса хирĕçлев тăвăлĕ çĕкленĕ. Çавна май Д.Филимонов чăваш священникĕ çапла çырнă: «Мĕн авалтан вак халăхсем çине йĕрĕнсе пăхма, хăйсене хисеплĕ сослови вырăнне хума хăнăхнă пуп таврашĕсем вырăс духовенствине пĕлÿ, йăх тымарĕсем енчен ют шутланакан ахаль вак халăхсем хăйсен хутлăхне кĕнине лăпкăн пăхса тăма, мăнкăмăллăхне тата пурлăх интересĕсене пырса тивнĕ çĕнĕ пулăмпа ниепле те килĕшме пултарайман. Правительство «Ильминский системине» саккунпа çирĕплетнĕ хыççăн та вырăс духовенстви тапăнма чарăнман. «Ильминский системипе» вĕрентекен шкулсем чăвашсемпе ытти вак халăхсене вырăссемпе пĕрлештерме, уйрăм халăхăн никĕсне, вĕсен тĕн ĕненĕвĕпе йăли-йĕркине тĕп тума пуçланă.
Тавлашу вăхăтĕнче «Ильминский системи» майлисем пурри те паллă пулнă. Уйрăммăн илес пулсассăн, К.П. Победоносцев, Д.А. Толстой, П.Д. Шестаков реакционерсем ун майлă пулнă. 1866 çулта Хусанта йĕркеленĕ уйрăм комитет вак халăхсен шкулĕсене «Ильминский системине» кĕртме ыйтнă. Халăха çутта кăларакан министрăн Канашĕнче пăхса тухнă хыççăн асăннă системăна «Раççейри вак халăхсене вĕрентес мелсем» саккунпа çирĕплетнĕ. «Кашни халăха хутла вĕрентес ĕçре унăн тăван чĕлхипе усă курмалла. Вĕсене вĕрентекенсем çав хутлăхран тухнă, вырăс чĕлхине е çав халăх чĕлхине лайăх пĕлекен çынсем пулмалла», – палăртнă Канашăн постановленийĕнче.
Малтанлăха çакăнпа килĕшекенсен шучĕ нумай пулман. Миссионерсемпе вак халăхсенчен тухнă вĕрентекенсене хатĕрлеме пуçласан (Тĕп крещенпе тутар шкулĕ, каярах Хусанти учительсен семинарийĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ) вĕсен шучĕ нумайланнă. Унăн пулăшаканĕсенчен пĕри Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене çутта кăларас енĕпе палăрнă Н.И. Золотницкий пулнă. 1866 çулта Хусана пурăнма куçсассăн вăл çак ыйтупа тата та ытларах интересленме пуçланă. Н.И. Золотницкий вырăс правительстви йĕркеленĕ училищĕсенче «чăваш ачисене тĕнпе кăмăл-сипет пĕлĕвĕ парасси хăйсен тăван чĕлхипе пурнăçланмалла, вĕсене валли чăваш учебникĕсемпе вуламалли чăвашла кĕнекесем хатĕрлемелле тесе шутланă. Çавăн пекех Николай Иванович вак халăхсене хăйсен тăван чĕлхипе вĕрентни христиан тĕнне йышăнтарассине пурнăçлама тата ислам витĕмĕнчен асăрханма май парĕ тенĕ. «Чăвашсене тăван чĕлхене вĕрентни, – асăрхаттарнă Н.И. Золотницкий, – хăйсене тата тăван чĕлхене юратма вĕрентĕ, çак туйăмсем вăрансан вĕсем тутарсемпе çывăх хутшăнма чарăнĕç».
Русификаци системи ăнăçлă пурнăçа кĕтĕр тесен шкулсем уçнисĕр пуçне куçару ĕçне лайăхлатмалла, вырăс мар халăхсен чĕлхисемпе кĕнекесем кăларса салатмалла, çыруллă литература чĕлхи хатĕрлемелле пулнă. Н.И. Ильминскипе унăн ĕçне малалла тăсакансем тата вĕсен ученикĕсем çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем тăрăшнипе XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче кĕнеке кăларас ĕç аталанма пуçланă. Ăна «Сăваплă Гурий тăванлăх» («Братство святого Гурия») ертсе пынă. Çав вăхăтра Куçару комиссийĕ йĕркеленĕ. Каярах ăна миссионерсен православи обществин Куçару комиссийĕ туса хунă. Ăна Н.И. Ильминский ертсе пынă. Куçару комиссийĕ, ун йышĕнче Н.И. Ильминский, Н.И. Золотницкий, Е.А. Малов аслă квалификациллĕ чĕлхеçĕсем тата миссионерсем тăрăшнă, тĕн кĕнекисене Атăлпа Кама тăрăхĕнче çеç мар, Çĕпĕр, Туркестан, Кавказ халăхĕсен чĕлхисем çине куçарнă. Куçару комиссийĕ йĕркеленĕренпе чăваш чĕлхипе çеç 1917 çулччен тĕн содержанийĕпе çырнă 448 кĕнеке кăларнă. Çав кĕнекесен шутĕнче чăваш шкулĕсем валли хатĕрленĕ учебниксем те пулнă. 1893-1899 çулсенче 115 чăвашла кĕнеке пичетленĕ. Çакă куçару комиссийĕ кăларнă кĕнекесен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн виççĕмĕш пайĕ шутланнă. Нумайăшĕнпе Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсенче те усă курнă. Çавăн пекех Атăлçи тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен çырулăхне çĕнетме хăтланнă тĕслĕхсем те пулнă.

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче И.Я. Яковлевпа унăн вĕренекенĕ-пулăшаканĕсем тухăçлă ĕçленĕ. И.Я. Яковлевăн халăх хушшинчи тата педагогика ĕç-хĕлĕ Н.И. Ильминскин системипе анлă усă курнă вăхăтпа çыхăннă. И.Я. Яковлев Н.И. Ильминскипе Хусанти университетра вĕреннĕ чухнех туслашнă пулнă. Шăпах вăл унăн тавракурăмне аталантарас тĕлĕшпе витĕм кÿнĕ. Н.И. Ильминский сăмахĕсем тăрăх, И.Я. Яковлевпа иккĕшĕ «вак халăхсене пĕлÿ парасси, вĕсене вĕрентес ĕçре тăван чĕлхен кирлĕлĕхĕ çинчен» вăрахчен калаçнă. «Шăп çавăн чухне И.Я. Яковлев вак халăхсене пĕлÿ парас ĕçре тăван чĕлхен уссипе кирлĕлĕхĕ çинчен ăнланса илчĕ, çак меслетпе хăй уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче те усă курасшăн пулчĕ», – çырнă вăл 1884 çулта. Вĕрентÿ ĕçĕнче тăван чĕлхепе усă курас меслете вăл Н.И. Ильминскинчен илсе малалла аталантарнă. Ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи ĕçĕн тĕслĕхĕ çинче пурнăçа кĕртнĕ.

И.Я. Яковлев программипе килĕшÿллĕн, тăван чĕлхе чăваш ачисене пуçламăш пĕлÿ памалли тата шухăшлавĕсене аталантармалли хатĕр вырăнĕнче пулнă. Тĕп предмет шутланакан, чăваш ачисене вырăс культурипе паллаштарма пулăшакан вырăс чĕлхине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавăнпа та чĕлхене вĕренес ĕçре вăл çакăн пек меслет хатĕрленĕ: малтан тăван чĕлхене алла илнĕ, унтан вырăс чĕлхине тăван чĕлхепе, ун хыççăн славян чиркÿ чĕлхине вырăс чĕлхипе танлаштарса вĕреннĕ.
Чи малтанах И.Я. Яковлев нацин тĕп пулăмне, воспитани парас ĕçе, пысăк тимлĕх уйăрнă. Воспитани паракан учрежденисене халăхăн наци уйрăмлăхĕсене шута илме сĕннĕ. Халăхăн тăван чĕлхепе вĕренмелли ирĕкне хÿтĕлесе И.Я. Яковлев çапла каланă: «Кашни вак халăхăн шкулта тата чиркÿре тăван чĕлхепе усă курмалла», – тенĕ. «Чăвашсен культурине хăйсем лайăх ăнланакан тăван чĕлхе урлă çеç çĕклеме пулать. Шкула тата чиркĕве вырăс чĕлхине кĕртни чăвашсен аталанăвне çеç чăрмантарать, вырăс чĕлхипе пĕрлешсе кайиччен вĕсем вилсе пĕтме те пултараççĕ», – тенĕ вăл. Шкулсен тĕп тĕллевĕ шкул программипе, пурнăçпа тата йăла-йĕркепе усă курса чăвашсене май пур таран вырăс халăхĕпе пĕрлештересси шутланнă.
Иван Яковлевич Яковлев хăй çине йывăр та яваплă тивĕç илнĕ, правительство вак халăхсем пирки «Атăлçи тăрăхĕнчи вак халăхсем вырăссемпе тан вĕренме тата пĕтĕм вырăс культури шайне çĕкленме пултараймаççĕ» текен суя шухăш-кăмăла сирсе ярас тесе тăрăшнă. Вăл этемлĕхĕн паха енĕсем, çÿллĕ те таса хутшăнусем урлă тăван халăха çутта кăларас тесе ĕçленĕ. Самана паллисене тата йăлари уйрăмлăхĕсене пула ăс-хакăл йывăрлăхне кĕрсе ÿкнĕ чăваш халăхне христиан вĕрентĕвĕ урлă çутта кăларма ĕмĕтленнĕ. «Чăвашсене авалхи язычество тĕнĕнчен уйăрса христиан тĕнне явăçтарни вĕсене вырăс халăхĕпе çывăхрах пулма тата халăх пек сыхланса юлма май парĕ», – тенĕ вăл Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ П.Д. Шестаков патне çырнă çырура. И.Я. Яковлев чăвашсем пĕлÿ илме тивĕç, вĕсене çутта кăларасси тата вĕрентесси хăйсен хутлăхĕнчен тухнă шкулсемпе çынсем пулăшнипе ăнăçлă пурнăçланма пултарать тесе шутланă. Çавăнпа та чăвашсене çутта кăларас ĕçе нумай тимлĕх уйăрнă. Вăл чăвашсем лайăхрах çитĕнÿсем тума тивĕç тесе пĕр хутчен çеç мар палăртнă. И.Я. Яковлев çырнă тăрăх (1908 ç.), Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул ĕç-хĕлĕн тĕп никĕсĕ «вак халăхсене христиан тĕнне вĕрентесси» шутланнă.
И.Я. Яковлев христиан тĕнне чăвашсем хушшинче сармалли тепĕр сăлтава та – чăвашсем язычествăна ĕненме пăрахни, вĕсене мăсăльман тĕнĕ ытларах витĕм кÿме пуçлани – палăртнă. Иван Яковлевич шухăшĕпе, тĕн ăс-тăнĕн çÿллĕрех форми православи урлă килмелле пулнă. Н.И. Ильминский идейисем çине таянса И.Я. Яковлев та «Атăлçи тăрăхĕнчи вак халăхсен, çав шутра чăвашсен те, вырăспа христиан культурине вăйпа мар, планпа палăртнă пек майĕпен ăса хывмалла, çамрăк халăхсен кăмăлĕсем кăра, йăласене пуç тавра шухăшламасăр çĕмĕрни ырри патне илсе çитермест» тесе шутланă. Чӑвашсене вырӑссемпе христиан тӗнче курӑмӗн никĕсĕ ҫинче ҫывӑхлатассишӗн тăрăшакан И.Я. Яковлев вырăслантару процесне вăйпа ирттерес майлисемпе танлаштарсан тӑван халӑх чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тăрăшнӑ. Вăл вак халăхсен хăйне евĕрлĕ культурине русификаторсенчен хÿтĕленĕ. Унсăр пуçне И.Я. Яковлевăн çутта кăларассипе çыхăннă ĕçĕнче тĕп вырăн тăван чĕлхе пулнă. Иван Яковлевич шучĕпе вăл чăвашсене христиан тĕнĕпе паллаштармалли, çывăхлатмалли тĕп хатĕр шутланнă. «Шкул вĕрентĕвĕнче, Турра кĕл тунă чухне пурне те ăнланмалла тăван чĕлхепе усă курни, чăвашла Евангели, чăвашран тухнă, хăйсене чунпа, чĕлхепе, çывăх вĕрентекенпе священник пулни – палăртни патне çитме пулăшакан тĕп хатĕрсем», – çапла пулнă унăн вак халăхсене çутта кăлармалли программи.
И.Я. Яковлев Н.И. Ильминскин «Вак халăхсене çутта кăларасси» программипе пĕр шухăшлă пулса чăвашсен культура аталанăвĕн тĕп никĕсĕ тĕнпе кăмăл-сипет вĕрентĕвĕ пулмалла тесе шутланă. Тĕнре патша тата крепостничество йĕркин чунтан парăннă чурисене курма хăнăхнă Д.Толстой, К.Победоносцев тата ытти реакционерсемпе танлаштарсан Иван Яковлевич тĕн йăли-йĕркисене гуманист-çутта кăларакан пек вĕрентнĕ. И.Я. Яковлев чăвашсене тĕнпе православи вĕрентĕвĕ урлă пĕлÿ парасшăн пулни унăн педагогика системинче прогрессивлă, демократиллĕ паллăсем çуккине пĕлтермест. Юлашки çулсенче кун çути курнă кăларăмсенче унăн çутта кăларакан тата культура ĕç-хĕлĕн прогрессивлă, демократиллĕ енĕсене уйрăм тĕслĕхсем урлă кăтартнă.
Çур ĕмĕр ытла чăвашсен наци культурине аталантарассишĕн кĕрешнĕ май, вăл вырăс халăхĕн пуян культура еткерлĕхĕ çине таяннă. Çак ĕçре ăна прогрессивлă вырăс интеллигенцийĕ пулăшса пынă. И.Я. Яковлевăн «чăн-чăн вырăссен пуçламăшĕсене» (православи, самодержави, халăх) чунтан парăнни çинчен пĕр хутчен çеç мар пĕлтермелле пулин те вăл çутта кăларас ĕçре патша йĕркин йышăннă пур правилисене те пăхăнман. Çакна вăл Н.И. Ильминскин системине хăйне майлă усă курнипе те çирĕплетсе пама пулать. Анчах çак витĕм ăна демократиллĕ позицисенче юлма, вак халăхсене çутта кăларас ĕçре малта пыракан принципсемпе усă курма (çакă патша йĕркипе килĕшсе тăман пулин те) чарман.

И.Я. Яковлев В.И. Ленин патне çырнă çырăвĕнче хăй пирки «ватă та шанчăклă демократ, халăх тусĕ, халăхран тухнă çын» тенĕ.
И.Я. Яковлевăн программи çав вăхăтри педагогика принципĕсем çинче никĕсленсе шкулта пĕлÿ парас ĕçе пурнăçланă. Унпа килĕшÿллĕн вĕренекенсен гуманитари, çут çанталăк тата тĕрĕс ăслăлăхсен енĕпе пĕлÿ илмелле пулнă. Çакă Н.И. Ильминский хушнипе килĕшсе тăман. «Хам шутласа хунă шкул никĕсне ĕçе вĕрентессине тата пĕлÿ парассине хыврăм, – çырнă вăл В.И. Ленин патне, – ăна вĕрентÿпе демократи заведенине çавăртăм».

И.Я. Яковлев чăваш шкулĕсенчи пуçламăш классен тата Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен вĕрентÿ программине воспитанниксем пурнăçра кирлĕ те усăллă пĕлÿ илччĕр тесе хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан предметсене лайăхрах вĕрентес шутпа вăл Турă саккунĕсен сехечĕсене чакарма та хăраман. Ун шкулĕн программинче çут çанталăк наукисене вĕрентессине те тимлĕх уйăрнă. Н.И. Ильминскин Хусанти учительсен семинарийĕнче ку наукăсене вĕрентме ирĕк паман. Çавăн пекех И.Я. Яковлев шкулĕнче хими, физика, ботаника, минералоги, зоологи, анатомипе физиологи, педагогика предмечĕсене ăша хывнă. Иван Яковлевич шучĕпе асăннă наукăсене вĕрентни воспитанниксенче ăс-хакăл ĕç-хĕлне вăратать, тавракурăма аталантарать, тавралăха тĕрĕс те ăнлануллă пăхма хистет, сăнавлăха аталантарать тата ĕçе хăнăхтарать. Çакна курса чăваш çамрăкĕсем вĕрентÿ патне туртăннă. Н.И. Золотницкий Хусан кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсенчи лару-тăру пирки 1968 çулшăн отчет тунă чухне çапла пĕлтернĕ: «Чăвашсем тата ытти вак халăхсем хăйсен ачисене хутла вĕрентме училищĕсене тата ытти уйрăм çынсем патне хаваспах параççĕ, анчах та Турă саккунне вĕрентме нихăçан та ыйтмаççĕ».
Чăвашсем вĕренÿ патне туртăннассине И.Я. Яковлевăн малта пыракан педагогика опычĕсене пурнăçа кĕртни пысăк витĕм кÿнĕ. Н.И. Ильминский пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнче çеç тăван чĕлхепе усă курма ирĕк панă, вăл та пулин христиансен тĕнне ăнланса илмелли май пек çеç пулнă. Тăван чĕлхепе православи миссионерĕсен обществи кăларнă тĕнпе кăмăл-сипет кĕнекисене çеç вулама ирĕк панă. Паллах, И.Я. Яковлев та чăваш çамрăкĕсем хушшинче христиан тĕнне сарма тăрăшнă. Анчах вăл тĕнпе миссионерсен задачисене татса панипе çеç çырлахман. И.Я. Яковлев шучĕпе тăван чĕлхепе усă курни, вулани пĕтĕмĕшле эстетика воспитанийĕ пама та пулăшмалла пулнă. Унăн программи пуçламăш шкулти пур классенче те тăван чĕлхепе вĕрентессине палăртнă. И.Я. Яковлев чăвашсене вырăс çыравçисемпе поэчĕсен хайлавĕсемпе паллаштарма тăрăшнă. Куçару-издательство ĕç-хĕлĕн пĕрремĕш çулĕнченех пуçласа вăл вырăс литературин произведенийĕсене чăвашла кăларассипе интересленнĕ, чăваш букварĕн малтанхи кăларăмĕсенче вĕсен тĕслĕхĕсемпе анлăн усă курма тăрăшнă. Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкулта куçарупа издательство кунран кун аталанса пынă. Çутта кăларакан ертсе пынипе унăн пултаруллă воспитанникĕсем вырăс классикĕсен пысăк калăпăшлă эпос тата лирика произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Цензура тата патша чиновникĕсем хĕсĕрленине пăхмасăр И.Я. Яковлев вырăс халăх сăмахлăхĕнчи поэзи произведенийĕсене, илемлĕ чăваш хайлавĕсене кун çути кăтартнă. Вăл чăвашсем хушшинче усăллă пĕлÿ сарас тĕллевпе ял хуçалăх, медицина, ремесла темисемпе наука брошюрисем кăларассине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Хăй халăхĕн историпе культурине лайăх пĕлекен, издательство тата куçару ĕçĕпе хастар ĕçлекен И.Я. Яковлев тивлечĕпе Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул (1878 çултан хĕрарăмсен уйрăмне уçнă, 1890 çулта учительсен семинарийĕ туса хунă) вăхăт иртнĕçемĕн чăвашсен пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене татса паракан центра çаврăннă. Кунта куçарупа издательство ĕçĕ пынă, вăл тăван чĕлхепе тухакан кăларăмсене упрамалли вырăн пулса тăнă. Урăхла каласан, революцичченхи тапхăрта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăвашсен культурăпа çут ĕç центрĕ пулса тăнă. 1917 çулччен вăл пин арçын учитель тата 400 хĕрарăм учитель хатĕрлесе кăларнă. Шкул стенисенче çĕнĕ чăваш алфавичĕ (1871 ç.) хатĕрленĕ, чăвашла кĕнекесене кун çути кăтартнă, пулас учительсене тĕрлĕ енлĕ эстетика пĕлĕвĕ парасси тата ĕçе вĕрентесси çÿллĕ шайра пулса пынă. Пĕр вăхăтрах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕ тата Хусанти вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ (1875-1903 çç.) пулса ĕçленĕ И.Я. Яковлев Атăлçи тăрăхĕнче 400 чăваш шкулĕ, çав шутра 20 икĕ класлă шкул та уçнă. Аса илÿсемпе архив материалĕсен даннăйĕсем тăрăх вăл И.Н. Ульяновпа Н.И. Ильминскинчен тĕслĕх илсе Чĕмпĕр, Хусан, Самара, Ĕпхÿ тата ытти кĕпĕрнесенчи чи тĕттĕм вырăнсенче шкулсем уçнă. Унта вĕрентме учительсем уйăрнă, вĕсене вĕрентÿ материалĕсемпе тивĕçтернĕ, учительсен съезчĕсемпе курссем ирттернĕ. Вăл илнĕ пĕлÿсем усăллă пулччăр тенĕ. Çавăнпа та уйрăм ялсенче ял хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсене вĕрентмелли шкулсем, практика вĕрентĕвĕсем йĕркеленине ырланă.
Пушкăрт тăрăхĕпе хăйсен пурнăçне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн 150 воспитанникĕ çыхăнтарнă. Вĕсем халăха çутта кăларас ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Çав шутра Ф.С. Аксинский, П.Я. Портнов, М.И. Иванов, Ф.П. Павлов тата ыт. те. Сăмахран, Ф.С. Аксинский (унăн иккĕмĕш тăван килĕ хальхи Эрĕнпур тăрăх чиккинче вырнаçнă Кривле-Илюшке ялĕ пулса тăнă) 1887 çултан пуçласа виçĕ теçетке çула яхăн Кривле-Илюшке приххутĕнчи приххут шкулĕсен ертÿçи пулнă. Вăл çав шкулсенче священник пулса Турă саккунĕсене вĕрентнĕ. 1896 çулта хăйĕн вĕрентекенĕнчен И.Я. Яковлевран тĕслĕх илсе хĕрарăмсен шкулне уçнă, вун пĕр çул хушши учитель тивĕçĕсене тÿлевсĕр пурнăçланă.
Çакна та палăртмалла, И.Я. Яковлевăн вĕрентекенĕсене, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн выпускникĕсене пула XIX-XX ĕмĕрсенчи чăваш ялĕсенчен нумайăшĕнче тăван чĕлхене вĕрентессине йĕркеленĕ, çавăн пекех наци шкулĕсенче Яковлевăн йăли-йĕркисене пурнăçа кĕртнĕ.
Чăвашсене çутта кăларассипе çыхăннă çав вăхăтри лару-тăрăва хак парас пулсан çакна калама пулать: чăвашсем XIX ĕмĕрĕн çурриччен миссионерсен шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Кăштах çырма, вулама вĕреннĕ. XIX ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенче çеç вырăс-пушкăрт, вырăс-тутар тата ытти шкулсемпе пĕрле вырăс-чăваш шкулĕсем уçăлнă. Ильминский системипе вĕсенче миссионер тата çутта кăларас идейăсене хăйсенчен тухнă çынсем пурнăçланă. Н.И. Ильминскипе И.Я. Яковлев хатĕрленĕ педагогика системи наци ăнлавне вăратнă, вак халăхсене малта пыракан вырăс, Раççей культурипе паллашма, наци интеллигенцийĕ йĕркелеме пулăшнă. Н.И. Ильминскипе И.Я. Яковлев тата вĕсен ĕçĕсене малалла тăсакансем уçнă пуçламăш шкулсем чăваш халăхне çутта кăларас ĕçĕн пуçламăш тапхăрĕ шутланнă.

Ирина СУХАРЕВА, истори наукисен докторĕ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: