Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Майӑн 2023, 11:05

Хисеплĕ туссем!

Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Республикăра тухса тăракан пĕртен-пĕр чăваш кăларăмне, «Урал сасси» хаçата, 2023 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче те çырăнса илес тетĕр пулсан çывăх вăхăтрах почта уйрăмне çитме е почтальонсемпе тĕл пулма васкăр.

Хисеплĕ туссем!
Хисеплĕ туссем!

«Урал сассин» çур çуллăх хакĕ 559 та 20 пуспа танлашать (индексĕ – 2754). Хаçатăн электрон варианчĕ пуррине те аса илтеретпĕр. Унăн хакĕ çур çула 288 тенкĕ пулать. Пелепей хулинче пурăнакансем хаçата редакци урлă (альтернативлă майпа) çырăнса илме пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ – 370 тенкĕ.
Хаçата республикăри пур почта уйрăмĕнче, «Почта России» мобильлĕ приложенинче тата почтальонсем урлă çырăнса илме май пур.
«Урал сассине» çырăннисем хушшинче хальхинче те лотерея вылявĕ ирттеретпĕр – шăпа ярса парнесем вылянтаратпăр. Акцие хутшăнас тесен «Урал сасси» çырăннин квитанцине редакцие ярса памалла çеç.
Туссем, хаçатăн шăпи – сирĕн аллăрта. Вулакансем пулмасан унăн малашлăхĕ те иккĕленÿллĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: