Хальхи вăхăтра вара, июнь уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче, кирек мĕнле кăларăма та йÿнерех хакпа çырăнса илмелли вунăкунлăх пырать. Çав шутра «Урал сассине» те. Ăна çур çула 489 тенкĕ те 66 пуспа çырăнса илме пулать. Хаçат идексĕ – П2754.
Çырăнтару кампанийĕ пирки сăмах хускатнă май йăлана кĕнĕ лотерея вылявĕ çинчен те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Вăл хальхинче те иртĕ. Çавăнпа та сирĕн çырăнтару квитанци копине редакцие ярса памалла: е çырупа, е электронлă адреспа. Тепĕр мел те пур. Ку вăл 8-963-146-44-44 телефон номерĕпе ватсап урлă. Хаклă туссем, сиртен квитанцисем кĕтетпĕр. Выляв парнисене сăн ÿкерчĕкре курма пулать. Тархасшăн, хăвăрăн телей шăпине тĕрĕслесе пăхма васкăр. Чи пысăк парне çунă япала-тумтире çакса типĕтмелли хатĕр пулать, унсăр пуçне тата 10 ытла япала выляттаратпăр.
Вулакансене çырăнтарăвăн юлашки кăтартăвĕсемпе те паллаштарасшăн. Ăна пире Раççей почтин Пушкăртстанри управленийĕ ярса панă. Кăтартусене май уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне илсе кăтартнă. Цифрăсен пĕрремĕш юпинче – кăçалхи, тепринче иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе паллашма пулать.
Пелепей | 87 | 80 |
Авăркас | 70 | 69 |
Пишпÿлек | 40 | 62 |
Ермеккей | 32 | 40 |
Кармаскалă | 29 | 31 |
Чекмагуш | 24 | 46 |
Давлекан | 19 | 20 |
Элшей | 19 | 8 |
Федоровка | 13 | 30 |
Куюргазă | 11 | 4 |
Çтерлĕ хули | 11 | 22 |
Шаран | 11 | 18 |
Ишимбай | 10 | 12 |
Ĕпхÿ хули | 8 | 9 |
Çтерлĕ р-нĕ | 7 | 9 |
Çтерлĕпуç | 5 | 4 |
Гафури | 5 | 6 |
Ĕпхÿ р-нĕ | 4 | 2 |
Мелеуз | 4 | 3 |
Салават | 2 | 6 |
Мияки | 1 | 57 |
Кушнаренковă | 1 | 1 |
Архангельск | 1 | 0 |
Кумертау | 1 | 3 |
Пурĕ | 418 | 545 |
Асăрхаттарни, Мияки районĕпе кăтарту иккĕлентерет.
Лару-тăрупа паллаштарнă май вырăнсенче чăваш хастарĕсене пире пулăшма ыйтасшăн. Пĕрле тунă ĕç яланах тухăçлă пуласса шанатпăр. Çак ĕçре пире вунăкунлăх акцийĕ те пулăшĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.