- Çулталăк каялла «Цифра танмарлăхне пĕтересси 2.0» федераллă проект пулăшнипе Чупукарана пысăк хăвăртлăхлă мобильлĕ интернет çитрĕ. Çак пулăм тăван тăрăхĕнчен инçетре тымар янă ентешсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшрĕ. Вырăнта пурăнакансем социаллă сетьре хăйсен ушкăнне йĕркелерĕç те халĕ пĕр-пĕрин патне хыпарсем çитерсех тăраççĕ. Ял çыннисенчен хăшĕ масар картишне çĕнетме укçа-тенкĕпе пулăшать, хăшĕ – алăпа, - каласа парать Слакпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Андреев.
Вырăнти масар картишне улăштарас ĕç иртнĕ çултах пуçланнă. Ăна ял хутлăхĕсем валли республика бюджечĕ уйăракан укçа-тенкĕпе пурнăçлаççĕ. Çитменнине чупукарансем хăйсем саплаштарĕç.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ,
Чупукаран ялĕ.