Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
7 Ноябрӗн 2023, 12:20

Ырă та пархатарлă ĕç ырăпа таврăнать

Республикăра чăвашсен пĕртен-пĕр кăларăмне «Урал сасси» хаçата 2024 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарас тапхăр малалла пырать. Çак ĕçре пире, редакци ĕçченĕсене, чăваш хастарĕсем те май пур таран пулăшма, вĕсем хăйсен чун-чĕре ăшшине ыттисемпе пайлама тăрăшаççĕ.

Ырă та пархатарлă ĕç ырăпа таврăнать
Ырă та пархатарлă ĕç ырăпа таврăнать

«Ырă кăмăллăх вăл – пĕчĕк паттăрлăх, анчах та унăн çимĕçĕ пĕчĕк пĕрчĕрен ÿссе çитĕннĕ çимĕç паракан йывăçпа танах. Çакăн пек этем чăн-чăн çын пулать», – тенĕ хăй сăмахĕнче Мускав тата пĕтĕм Раççей патриархĕ Кирилл. Ку чăнах та çавăн пек.
Акă, ПР чăвашсен Канашĕн чăваш чунлă та ырă кăмăллă ертÿçине Ирина Сухаревана илер. Ирина Витальевна асăннă кăларăма халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшать çеç мар, ăна хăйĕн пĕлĕшĕсене, тус-тăванĕсене те парне туса çырăнать. Çак кунсенче вăл «Урал сассине» П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ валли те çулталăках çырăнса пачĕ.
Тепĕр ырă чăваш, паллă курăкçă Михаил Викторович Гордеев вара çичĕ экземпляр «Урал сасси» çырăнса «Нарспи» ансамблĕн ветеранĕсене парнелерĕ.
Çавăн пекех Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Квинтильянович Михайловпа Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК ертÿçине Вадим Васильевич Соколова та ырăпа тав тумалла. Вĕсем хăйсен ĕçченĕсене çулсерен çирĕм-хĕрĕх экземпляр таран хаçат çырăнса параççĕ.
Çтерлĕ хулинчи Наталья Петровна Емельянова тата çак кунсенче чăваш кăларăмне çырăнтарас тĕлĕшпе хĕрсе кайсах ĕçлет: почта уйрăмне те çитсе çаврăнать, ун кирлĕлĕхĕ пирки халăх хушшинче калаçу та ирттерет.
Çак вĕри чунлă чăвашсен шутне Давлекан районĕнчи Ирина Сергеевна Ильинана, Благовещенскри Николай Иркунович Иванова, Пелепей хулинчи «Илем» халăх фольклор ансамблĕн хастарĕсене тата ыттисене кĕртмелле.
Ырă та пархатарлă ĕç ырăпа таврăнать теççĕ. Сирĕн пурнăçăрта та çапла пултăр. Телей укçара мар, пĕр-пĕрне пулăшнинче, ырă тунинче. Çакăн евĕр çынсем татах та ытларах пулсан пурнăç авантарах, ăшăрах, кăмăллăрах пулĕччĕ. Тавтапуç сире, ырă кăмăлăршăн, чĕре ăшшишĕн.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, хаçата 2024 çулăн пĕрремĕш çур çулта илсе тăмалли хакĕ 603 тенкĕ те 84 пус (кăларăм индексĕ – П2754), çулталăка – 1118 тенкĕ те 26 пус (индексĕ – П3362). Хаçата почта урлă та, редакцие килсе те çырăнма пулать.
Хаклă тусăмăрсем, хаçата çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерессине те аса илтересшĕн. Унта хутшăнас тесессĕн кăларăма çырăннă квитанци копине редакцие ярса памалла: çырупа, [email protected] электронлă адреспа е 8-963-146-44-44 ватсап номерĕпе.
«Урал сасси»
хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: