Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Кӑрлач , 12:30

Тĕп парне хуçи – Акулина Антонова

Кăшарни кунĕ «Урал сасси» хаçата 2024 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисемшĕн чăнласах та икĕ уяв пулчĕ теме юрать.

Тĕп парне хуçи –  Акулина Антонова
Тĕп парне хуçи – Акулина Антонова

Мĕншĕн тесен шăпах январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче редакцинче лотерея вылявĕ иртрĕ. Чăваш хаçачĕн тусĕсене выляв йĕркелессине, мĕнле парнесем выляса илме пултарнине маларах пĕлтернĕччĕ. Ку хутĕнче «Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ 15 парне уйăрса пачĕ. Кăçал «Урал сасси» çырăннă 134 çын лотерейăна хутшăнас тĕллевпе редакцие квитанци кописене ярса пачĕç. Вĕсенчен чи-чи телейлисем хăшĕсем пулчĕç-ши?
Марина Кулякова (Пелепей хули) – рулетка;
Надежда Михайлова (Пелепей хули) – ала;
Нина Яковлева (Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ) – стакансен пуххи;
Иван Андреев (Давлекан районĕ, Рауш поселокĕ) – удлинитель;
Альбина Идрисова (Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ) – буксир вĕренĕ;
Лидия Андреева (Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ) – чашăксен пуххи;
Алевтина Михайлова (Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ) – стена çине çакмалли сехет;
Людмила Ильина (Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ) – мечĕк;
Ольга Степанова (Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ) – термос;
Светлана Григорьева (Шаран районĕ, Юмаш ялĕ) – чей пĕçермелли чейник;
Таисия Никитина (Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ) – кружкăсен пуххи;
Ирина Филиппова (Мияки районĕ, Тимеш ялĕ) – салат савăчĕ;
Таисия Фадеева (Пелепей районĕ, Приютово поселокĕ) – пластмасс витре;
Валентина Петрова (Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ) – пластмасс витре.
Акă, тĕп парнене выляттармалли самант çитрĕ! Электричество вăйĕпе кофе вĕретмелли савăта Пелепей хулинче пурăнакан çитмĕл çичĕ çулхи Акулина Антонова (сăн ÿкерчĕкре) выляса илчĕ. Акулина Васильевна Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ, чылай çул хушши райпо системинче бухгалтер пулса тăрăшнă.Телейлĕ билет хуçине ăшшăн саламлатпăр, иксĕлми вăй-хал, хастарлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Вылява хутшăннисене пурне те тав тăватпăр. Çитес лотерейăсене тата та ытларах çын хутшăнасса шанатпăр. Çапах вылявра çĕнтерейменнисен кулянма кирлĕ мар, вĕсем хăйсем çырăннă кăларăмсене çур çул вуласа киленме пултараççĕ-çке.
Парнесене тивĕçнисене редакцире 9.00-18.00 сехетсенче (шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне) кашни кун кĕтетпĕр. Хăш-пĕр парнесене командировкăра пулнă май хамăр кĕртсе пама пултаратпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-347-86-4-12-78 (тĕп редактор), 8-347-86-4-22-81 (корреспондентсем).
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: