Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
21 Нарӑсӑн , 16:45

«Тарасов вулавĕсем – 2024» наукăпа методика семинарне йыхравлатпăр

«Пушкӑртстан Республикин чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑли-йӗркине аталантарас тата упрас енӗпе ӗҫлекен Канаш» регионти обществăлла организаципе Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ пултаруллă общество деятелĕ, педагог, РФ тата ПР Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Григорьевич Тарасов çуралнăранпа 65 çул çитнине халалласа «Тарасов вулавĕсем-2024» республика шайĕнчи наукăпа методика семинарĕ ирттерет.

«Тарасов вулавĕсем – 2024» наукăпа методика семинарне йыхравлатпăр
«Тарасов вулавĕсем – 2024» наукăпа методика семинарне йыхравлатпăр

Семинарăн тĕп темисем:

 - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем;

 - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли паянхи методикăпа технологи;

 - чăваш чĕлхине  нумай культурăллă хăтлăхра вĕрентесси;

 - таврапĕлÿ ыйтăвĕсем паянхи вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн системинче.

Семинар куçăн мелпе иртет. Докладсене вырăсла та, чăвашла та хатĕрлеме,  вулама юрать.

Семинар ĕçне ăсчахсене, вĕрентÿ сферинчи специалистсене, аслă вĕрентÿ заведенийĕсен преподавателĕсене, чăваш чĕлхипе литература учителĕсене, шкул музейĕсен ертÿçисене, таврапĕлÿçĕсене, чăваш обществăлла организацисен представителĕсене хутшăнма йыхравлаççĕ.

Семинара хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкăсене [email protected]. электронлă адреспа ярса памалла. 

«Тарасов вулавĕсем-2024» республика шайĕнчи наукăпа методика семинарĕ 2024 çулхи март уйăхĕн 3-мĕшĕнче  çак адреспа иртет: Ĕпхÿ хули, Пушкин урамĕ, 110 çурт, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ. Мероприяти 13. 30 сехетре пуçланать.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (917) 75-330-42 (Любовь Николаевна Пашина), Е-mail: [email protected].

Йĕркелÿ комитечĕ.           

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: