Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
4 Июнӗн , 11:45

“Урал сассине” çырăнса илекене парне кĕтет

Хаклă туссем, 2024 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла тăсăлать. Вăл вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Çапах та Раççей почти пуçарнипе, вулакансене çăмăллăхпа усă курма, июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен вунăкунлăх (декадник) иртет. Шăпах çак тапхăрта пичет кăларăмĕсене йÿнерех хакпа çырăнса илме май пур. Çав шутра «Урал сассине» те. Хаçат индексĕ – П2754.

“Урал сассине” çырăнса илекене парне кĕтет
“Урал сассине” çырăнса илекене парне кĕтет

Йăлана кĕнĕ тăрăх, хаçата çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ иртĕ. Тĕрлĕ парнесен шутĕнче (вĕсем пурĕ 15) тĕп парне те пулĕ – манты пĕçермелли савăт. Çавăнпа та сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» çырăнсанах пĕр тăхтаса тăмасăр редакцине квитанци копине ярса пама ыйтатпăр. Ăна почта урлă çырупа та, редакцин электронлă адресĕпе те ([email protected]) çитерме пулать. Унсăр пуçне 8-963-146-44-44 телефон номерĕ урлă ватсаппа ярса пама пултаратăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: