Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
12 Июнӗн , 10:05

Вунăкунлăха хутшăнма васкăр

Хаклă туссем, 2024 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла тăсăлать. Вăл вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Çапах та Раççей почти пуçарнипе, вулакансене çăмăллăхпа усă курма, июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен вунăкунлăх (декадник) иртет.

Вунăкунлăха хутшăнма васкăр
Вунăкунлăха хутшăнма васкăр

Шăпах çак тапхăрта пичет кăларăмĕсене йÿнерех хакпа çырăнса илме май пур. Çав шутра «Урал сассине» те. Хаçат индексĕ – П2754, хакĕ – 528 тенкĕ те 28 пус.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, хаçата çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ иртĕ. Тĕрлĕ парнесен шутĕнче (пурĕ 15) тĕп парне те пулĕ – манты пĕçермелли савăт. Çавăнпа та сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» çырăнсанах пĕр тăхтаса тăмасăр редакцине квитанци копине ярса пама ыйтатпăр. Ăна почта урлă çырупа та, редакцин электронлă адресĕпе те ([email protected]) çитерме пулать. Унсăр пуçне 8-963-146-44-44 телефон номерĕ урлă ватсаппа ярса пама пултаратăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: