Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
16 Октябрӗн , 14:30

Алексей Семеновăн сăввисем хăй пекех çутă та таса

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç библиотекинче хăй тĕллĕн вĕреннĕ поэтпа, чиркÿ старостипе Алексей Семеновпа тĕлпулу иртрĕ. Вырăнти пултаруллă ентешĕн сăввисене аслă çулхисем те, çамрăксем те юратса вулаççĕ.

Алексей Семеновăн сăввисем  хăй пекех çутă та таса
Алексей Семеновăн сăввисем хăй пекех çутă та таса

Алексей Феодулович Ăхпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сăвăсемпе интересленесси унăн шкулта вĕреннĕ çулсенчех пуçланнă. Чуна пырса тивмелле поэзи йĕркисемсĕр пуçне вăл юмахсем те çырать. Вĕсем унăн уйрăмах ăнăçлă та вулаканшăн илĕртÿллĕ пулса тухаççĕ.
Сăмах ăстин тарăн шухăша яракан сăввисемпе Ăхпуç ял библиотекин «ВКонтакте» страницинчи «Пирĕн ентешĕн сăвăлла йĕркисем» пайра та паллашма пулать. Нумайăшĕ çапла тăваççĕ те. Вуласа тухса сăвăç ячĕпе ырă сăмахсем те сахал мар çыраççĕ. Çакă халăх унăн хайлавĕсене кăмăлласа йышăннине çирĕплетет, унран çĕнĕ ĕçсем кĕтет.
Алексей Феодуловичăн сăввисен тематики тĕрлĕрен. Атте-анне, кил-çурт, пĕчĕк Тăван çĕршыв, туслăх, юрату, чĕр чунсем – çаксем пурте унăн произведенийĕсенче вырăн тупнă. Юлашки çулсенче вăл уйрăмах çивĕч тăракан ятарлă çар операци темине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна ăнланмалла та, ырă чĕреллĕ те таса чунлă сăвăç ыттисен хуйхи çине айккинчен пăхса тăраймасть.
Пултарулăх каçĕнче «Тĕлпулу» библиотека клубĕн пайташĕсем поэт хăй çинчен каласа панисене, Алексей Семенов вуланă сăвăсене тимлĕн итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем те пачĕç. Ял çыннисем поэта çутă та илемлĕ сăввисемшĕн тав туса пултарулăх ĕçĕнче хавхалануллă кăмăл-туйăм, вулакансене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарма сунчĕç.
Лия КИРИЛЛОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Ăхпуç ялĕ.

Алексей Семеновăн сăввисем  хăй пекех çутă та таса
Алексей Семеновăн сăввисем хăй пекех çутă та таса
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: