Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
17 Октябрӗн , 10:30

«Хаçата хăвна çеç мар, юлташна та парне туса çырăнса пар!»

Ирпе кĕтÿ хăвалама тухсан хама такам ятран чĕннине илтсе çаврăнса пăхрăм. Почта ĕçченĕ иккен, хамăртан кăшт çÿлерех пурăнакан Мария. – Тепĕр çула хаçат-журнал çырăнтарас кампани пуçланчĕ, эсир ку ĕçе пит хастар хутшăнаканччĕ-ха, – тет. – Эсир мĕнле кăларăмсене кăмăлланине те пĕлетĕп, хакĕсем ÿссе пырсан та районти, «Аргументы и факты», «Урал сасси» хаçатсене çырăнмасăр юлас çук-ха эсир, – малалла тăсать сăмахне хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан хĕрарăм.

«Хаçата хăвна çеç мар,  юлташна та парне туса çырăнса пар!»
«Хаçата хăвна çеç мар, юлташна та парне туса çырăнса пар!»

Çапла, тĕрĕсне калать Мария Николаевна. Вăл кÿрсе паракан улт-çичĕ хаçат-журналтан «Аргументы и факты» хаçата чи малтан çемье пуçĕ вулать пулсан, эпĕ алла çийĕнчех «Урал сасси» хаçата тытатăп. Хаçат та çын пекех-çке вăл, кашни кăларăмăн хăйĕн сăн-пичĕ, сипечĕ, хăйне евĕр чĕлхи. Чĕлхе тени хаçатшăн вара чи пĕлтерĕшли, вăл вулаканшăн ăнланмалла пулмалла, чĕре патне те пымалла, шухăша та ямалла. Ахальтен мар паллă сăмах ăстисем чĕлхере чи кирлĕ сăмах тупас тесе тăрăшнине чи йывăр ĕç тунипе танлаштарнă.
«Урал сасси» чĕлхи вара хуть хăш рубрикăра та чăннипе те ялан килĕшуллĕ те çыпăçуллă. Хаçатăн сăн-пичĕ, сипечĕ çинчен калас пулсан та лайăххине кăна асăнас килет. Кăларăм аслисемшĕн те, ачасемшĕн те интереслĕ, усăллă темăсемпе ĕçлет. Вулакан кăмăл-туйăмне çĕклеме пултаракан материалсем вырнаçтарать. Тĕслĕхрен, кăçалхи çемье çулĕнче мĕн чухлĕ ырă тĕслĕхлĕ мăшăрсем çинчен вуласа савăнтăмăр! Вăхăт-вăхăт обществăри пулăмсене, çивĕч ыйтусене хускатса вулакансене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсе тавлашăва кĕртме те пултарать. Хаçат пичĕсем хура-шурă кăна мар, тĕслĕ пулни, сăн ÿкерчĕкĕсем паха пулни те вулаканшăн кăмăллă. Тата хаçат лид (текст пуçламăшĕнче кĕскен çырни) текен майпа та усă курни питĕ килĕшет, вăл мана хамăн вăхăтпа тĕрĕс усăланма ирĕк парать. Хăш-пĕр материалпа кĕскен паллашсан та çителĕклĕ тесе шутлатăп.
Хамăн шухăшсемпе çырăнтару квитанцийĕсене çыракан Марийăна паллаштарнă май ман пуçа тата тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. «ЗОЖ» хаçатра «1+1» девиз пур. Вăл хаçата хăвна çеç мар, тус-тăвану валли те çырăнса илме хистет. Мĕншĕн «Урал сассин» çав хаçатран тĕслĕх илес мар? Чăваш кăларăмне юратакансем те çав чĕнÿпе усă курмалла мар-ши? Шутланă - тунă тенĕ пек. Почта ĕçченĕн тепĕр квитанци çырмалла пулчĕ. Эпĕ хамăн ырă кÿршĕ валли чăваш хаçатне парне туса çырăнтăм. Юбилей ячĕпе сана, хаçатăм!
Альбина ПЕТРОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: