Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
22 Октябрӗн , 14:00

«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»

Октябрь уйăхĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Пукрав уявне паллă турĕç, республикăн хăш-пĕр районĕсенче пĕрремĕш хут юр та çуса ирĕлчĕ. Апла пулсан Пушкăртстан Республикинчи ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хирĕсенче çитĕнтернĕ тухăçа пухса кĕртессине вĕçлемелле. Çак енĕпе Чекмагуш районĕнчи «Базы ял хуçалăх предприяти» ООО малтисен шутĕнче пырать. Ăна нумай çул хушши ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Вадим Васильевич Соколов ертсе пырать.

«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»
«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»

Ӳсен-тăран çитĕнтерессине – пысăк тимлĕх
Ӳсен-тăран çитĕнтермен ял хуçалăх предприятине куç умне кăларса тăратма йывăр. «Базы СП» ОООра кĕрхи тата çурхи тулă, ыраш, пăрçа, урпа, сĕлĕ, хура тул, хĕвел çаврăнăшĕ, кукуруза (вăрлăх тата выльăх апачĕ валли), соя, рапс тата йĕтĕн çитĕнтереççĕ. Кăçал хуçалăх ĕçченĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 13 489 гектар çинчен 566 958,2 центнер çапса илнĕ. Çав шутра: пăрçа – 425 га (9 377,6 ц), урпа – 1 370 га (49 457 ц), çурхи тулă – 1 490 га (36 624 ц), сĕлĕ – 75 га (1 176 ц), кĕрхи тулă – 10 129 га (470 323,7 ц). Вăтам тухăç виçи пĕр гектар пуçне 42 центнерпа танлашнă. Паянхи кун вăрлăх валли 700 гектар çинчи кукурузăна пухмалли юлнă. Çав вăхăтрах çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене çитес çул валли 5 500 гектар çинче акнине те палăртса хăвармалла.
Çу культурисене илес пулсан, вĕсене çапса кĕртес ĕç вĕçленмен. Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕсем сойăна – 472 гектар (7 568,5 ц), рапса – 1 445 га (20 953,3 ц), йĕтĕне 15 гектар (182,6 ц) çинчен вырса пуçтарнă. Пысăк тупăш паракан хĕвел çаврăнăшне 2 950 гектар акнă. Асăннă культурăна вара çитес кунсенче çапса тĕшĕлеме пуçлĕç.
Çул айккипе йӗркипе ларса тухнă купасем инçетрен курăнаççӗ. Вӗсем кашни комбайн иртсе каймассерен ÿссе пыраççӗ. Кăçал кунта çĕр ĕçченĕсем сахăр кăшманĕн лайăх тухăçне çитӗнтернӗ. Хăш-пĕр тымара алла илме те çук –çапла шултра вăл. «Базы ял хуçалăх предприятинче» сахăр кăшманĕ 4 290 гектар йышăнать. Эпир килнĕ кун пылак тымарăн пахалăхне çухатмасăр анасенчен пĕринче (100 гектар çинче) Халит Саитов тата Ришат Ахмедьянов кăларатчĕç. Хуçалăх ертÿçи Вадим Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, октябрь уйăхĕн вун улттăмĕш кунĕ тĕлне 147 230 тонна пылак тымар кăларнă. Кăшманăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан – 513,2 центнер. Тымар çимĕçе «Раевсахар» сахăр заводне ăсатаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать
«Базы СП» выльăх-чĕрлĕхпе нумайранпа ĕçлет, çак отрасльте пысăк çитĕнÿсем тунă. Хуçалăх çĕнĕ витесем хăпартать, мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерет. Паянхи кун кунта ĕнесем 3 404 пуçа çитнĕ. 2024 çул пуçламăшĕнчен хуçалăхра 254 989 литр сĕт суса илнĕ. Çакăнтан 241 142 литрне сутлăха тăратнă. Кунне ĕнесем вăтамран 773,67 литр сĕт параççĕ. Сăвăм пĕр ĕне пуçне вăтамран 23,3 литрпа танлашать.
Директорăн выльăх апачĕ хатĕрлессишĕн яваплă çумĕ Аркадий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма 3 796 тонна утă, 15 765 тонна улăм хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 4 850 гектар çинчен çулса илнĕ. Унсăр пуçне хуçалăх ĕçченĕсем планпа палăртнинчен икĕ хут нумайрах – 60 351 тонна – сенаж, 63 393 тонна силос хывнă. Хальхи вăхăтра вара кукурузăран силос хатĕрлес ĕç хĕрсе пырать. Пĕтĕмĕшле кукуруза виçĕ пине яхăн гектар йышăнать. Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне кукурузăна силослăх 1507 гектар лаптăкран çулса илнĕ. Пулас силоса кирлӗ чухлӗ йÿçӗхтерес тӗллевпе шăтăкри ешӗл массăна ятарлă биохутăшсем хушаççӗ.
Ĕç хастарĕсем – хуçалăх тĕрекĕ
Хуçалăх коллективĕ 390 яхăн çынран тăрать. Кунти команда вăйлă, пуян опытлă, шанчăклă. Уй-хирте вăй хуракансем те, фермăра тăрăшакансем те, кантурта ĕçлекенсем те пĕр ĕç тăваççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – тупăш туса илесси. Çавна пулах «Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр» текен халăх каларăшне асра тытаççĕ.
Предприяти ырлăхĕшĕн тăрăшакан опытлă профессионалсенчен пĕри – Александр Степанов тракторист-комбайнер. Чăваш арĕ «Krone» выльăх апачĕ пуçтаракан комбайн çинче ĕçлет. Аркадий Степанович палăртнă тăрăх, Александр Николаевич кунсерен нормăна икĕ хут ытларах пурнăçлать – кукурузăран 2 000 тонна ешĕл масса çулса илет. Сăмах май, асăннă хирте икĕ «Krone», тепринче виçĕ «Полесье» комбайнсем ĕçленине палăртса хăвармалла. Массăна силос шăтăкне вăхăтлă 20 яхăн техника турттарса тăрать. Пĕтĕмĕшле вара 30 яхăн техника ĕçлет. Пĕр трактор çине чи нумаййи 25 тонна ешĕл масса тиеме пулать.
Механизаторсемпе трактористсен, комбайнерсемпе водительсен ĕçĕн пахалăхĕ бригадиртан та нумай килет. Пĕрремĕш бригадăн бригадирĕ Валерий Сайдяков 20 çула яхăн хуçалăхра вăй хурать. Вăл часах çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтермелли майсем шыраса тупать.
Çапла «Базы СП» ООО ĕçченĕсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ, вăй туслăхра тата пĕрлĕхре пулнине ăнланаççĕ. Юлашки тухăçа пухса кӗртес тесе вӗсем иртен пуҫласа каҫченех вăй хураççĕ, республикӑри апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне хӑйсен тÿпине хываҫҫӗ.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.

«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»
«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»
«Алăра – ĕç, пуçра ăс пултăр»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: