Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
22 Октябрӗн , 12:00

Кривле-Илюшке ялĕ аваллăх паллисемпе пуян

Куюргазă районĕнче пурăнакан Анатолий Ефремовпа Александр Егоров тăван кĕтесĕн историне асра тытаççĕ, мĕн пĕлнине, пухнине çамрăк ăру валли упраса хăварма тăрăшаççĕ.

Кривле-Илюшке ялĕ аваллăх паллисемпе пуян
Кривле-Илюшке ялĕ аваллăх паллисемпе пуян

Мана Анатолий Ефремов Кривле-Илюшке ялне çитсе курма йыхравларĕ. Çав çул çÿрев хыççăн пуçра тарăн шухăшсем çуралчĕç.
Анатолий Николаевич пире кĕтсе илсенех тăван кĕтесĕн историйĕпе паллаштарчĕ.
– Кривле-Илюшке ялне 1790 çулта никĕсленĕ. Ăна пуçараканĕ Илья тыр-пул ÿстерме, ял йĕркелеме çĕр лаптăкĕ сутăн илнĕ. Пурăнакансенчен ытларахăшĕ чăвашсем пулнă. Асăннă ялта паллă çынсем пурăннă, – каласа парать Анатолий Ефремов. – Вĕсенчен пĕри – Фома Аскинский çутта кăларакан педагог, тĕн саракан пачăшкă. Фома Сергеевич Иван Яковлевичăн тăваттăмĕш вĕренекенĕ шутланать. Вăл 1921 çулта Кривле-Илюшке тата ытти çывăхри ялсенче пурăнакан çынсене выçлăхран хăтарнă. Сергей Никитин – Лев Толстойăн тăваттăмĕш вĕренекенĕ. Вăл революцие йыхравлакан кĕнекесене илсе килсе вăрттăн сарнă. Çавăншăн ăна Эрĕнпурти тĕрмене хупнă. Константин Филиппов – Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Ленин орденĕн виçĕ степенĕн кавалерĕ. Сергей Кириллов – механизатор, Ĕç Мухтавĕн виçĕ степень орденĕн тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ. Пирĕн кĕтес историллĕ пулăмсемпе те пуян. Граждан вăрçи вăхăтĕнче ял территорийĕнче Дутов ертсе пыракан шурă гвардеец-казаксем тата Хĕрлĕ Çарăн малти ретне илсе пыракан Блюхер тытăçăвĕсем пынă. Çавăнпа та çĕр айĕнче хĕç-пăшал экспоначĕсем нумай пытанса юлнă.
Анатолий Николаевичшăн çар теми уйрăм вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра вăл архива тĕпчет, Кривле-Илюшке ял Канашне кĕрекен ялсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман салтаксен списокне йĕркелет. Вăл пуçарнипе тăван халăх эткерлĕхне сыхласа хăварас тесе «Чăваш тĕнчи» ятлă куçса çÿрекен выставка ĕçлет. Асăннă куравпа вăл республикăн кăнтăр енчи пур кĕтесне те çитсе курнă, çынсене чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркисемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарнă.
Ял историйĕпе Александр Егоровăн килте йĕркеленĕ музейне курсан паллашма пулать. Вăл хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕнче вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура пулнă май юратнă киленĕвне уйăрма вăхăт тупать.
Кăçал Александр Михайлович хăй çурчĕн кил картишĕнче музей йĕркеленĕ. Кунта вăл çĕр айĕнчен тупнă япаласене пуçтарнă. Вĕсен хушшинче тимĕрçĕ хатĕрĕсем, ял хуçалăх ăпăр-тăпăрĕ, 1700 çулхи хачă, çĕрĕсем, çурма уйăх-кулонсем, çăраççисемпе уçăсем, тÿмесем, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи алă сехечĕсем, шăнкăравсем, ĕлĕкхи пуртăсемпе катмаксем, лаша таканĕсем, алăк тăпсисем, строительство хатĕрĕсем, самовар кранĕсем, 1930 çулхи алюминий кашăксемпе çăпаласем, НЭП вăхăтĕнчи трактор уççисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче панă медальсем, скифсен ухă сăннин вĕçĕсем, Емельян Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнче усă курнă тупă йĕтрисем (ядра пушки), патша вăхăтĕнчи тимĕр укçасем тата ытти те пур.
Пире каласа панă тăрăх авалхи çынсем суя Тĕн Туррисене ĕненнĕ, вĕсене парне туса тимĕр укçасене çĕр айне чавса хунă. Çынна юлашки çула ăсатнă чух та укçа хурса пытарнă.
– Тăван çĕршывпа интереслĕ пулăмсем çыхăннине шута илсе тимĕр-тăмăр шыракан хатĕрпе анасене тата юхан шыв хĕррисене шыраса тухрăм. Çак ĕç мана тыткăна илчĕ. Виçĕ çул хушшинче 500 экспонат тупрăм. Вĕсене ачасем, мăнуксем, ял çыннисем валли хăварас шухăш çуралчĕ. Хамăн коллекцие тата та пуянлатас тесе шухăшлатăп. Паллах, çак киленĕç валли укçа-тенкĕ те кирлĕ. Тимĕр шырамалли лайăхрах хатĕр, пур çĕрте çÿремелли ункайлă транспорт туянас килет. Кам та пулин ман шухăша ырласа манпа ĕçлес пулсан е спонсорла пулăшу парсан хирĕç пулмăттăм, – каласа парать Александр Егоров.
Манăн кукамай – пушкăрт хĕрарăмĕ. Вăл чăвашсене ĕçченлĕхĕшĕн, туслă пулнишĕн хисеплетчĕ. Кукамай сăмахĕсем тĕрĕс пулнине пĕрре мар ĕнентĕм. Чăвашсем хăй халăхне асра тытаççĕ, хисеплеççĕ, мăнаçланаççĕ. Аваллăха асра тытакан çынна вара çут çанталăх уйрăм пултарулăх парнелет.
Лилия ТАЛИПОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: