Пур хыпар та
Çырăнтару
29 Октябрӗн , 12:00

«Музей кун-çулĕ Филипп Николаевич пурнăçĕ майлах»

«Аваллăхсăр малашлăх çук», – теççĕ халăхра. Çак сăмахăн чăнлăхне пурăннăçемĕн тата лайăхрах ăнланса пыратăн, иртнĕ кунсен çути паянхи куншăн та, ыраншăн та хаклине туятăн. Тăван халăхăмăрăн кун-çулне, йăли-йĕркине, культурине, историре палăрнă паллă ентешĕмĕрсене ĕмĕрлĕхе асра хăвармашкăн, килес ăрусем патне çитермешкĕн пире музей пулăшать. Шăпах вăл пире несĕлĕмĕрсемпе çыхăнтарать.

«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп Николаевич пурнăçĕ майлах»

Пишпÿлек районне кĕрекен Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаевапа музей Канашĕн пайташĕсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Пуçлăх-ертÿçĕсем хушнипе мар, чун-чĕре туртнипе, çак пархатарлă ĕçĕн кирлĕлĕхне ăнланса Ф.Н. Вуколовăн, А.И. Нухратăн кун-çулĕсемпе ĕçĕсене, чăваш халăх эткерне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Музейри пÿлĕмсенче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли экскурсисем, Паттăрлăх сехечĕсем, ачасем валли калаçу, викторина йĕркелеççĕ. Çыравçăсемпе тĕлпулусем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çулла, сăмахран, çак ялта çуралса ÿснĕ Дина Гаврилова çыравçăн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарасси кунта иртнĕччĕ. Сăмах май каласан, çыравçă музейра час-час пулма, кашни килмессерен мĕнпе те пулсан пулăшса хăварма тăрăшать.

Акă, нумаях пулмасть ăшă та, çутă та çуккине пăхмасăрах Ф.Н. Вуколовăн çуралнă кунне халалласа музейра «Филипп Вуколов-Эрлик – таврапĕлÿçĕ, фольклорист» ятпа Пишпÿлекпе Пелепей районĕсенчи таврапĕлÿçĕсен ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва музей председателĕ Марина Николаева йĕркелерĕ. Лару ĕçне чăваш халăх ÿнер академийĕн Пелепей районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, çыравçă, музей Канашĕн пайташĕ Рудольф Павлов, Лидия Шурçăл поэтесса, Пишпÿлекри музей пĕрлешĕвĕн ертÿçи, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Роза Иванова, хăй вăхăтĕнче Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнче наука сотрудникĕ пулса вăй хунă Назира Гатиятуллина, музей кун-çулне, ăна йĕркелесе ярас ĕçе тÿрремĕн хутшăннă ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри Алексей Родионов, ял хастарĕсем, вырăнти «Чашлама» юрă ушкăнĕн пайташĕсем Ирина Фадеевапа Роза Данилова хутшăнчĕç.
Музей ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан Марина Николаева хăнасене музейри экспозицисемпе паллаштарчĕ. Ф.Н. Вуколов-Эрлик хăй хыççăн пуян материал, истори материалĕсемпе литература произведенийĕсем, сăвăсемпе юрăсем хăварнă.
Музей Канашĕн пайташĕсем Ф.Н. Вуколов эткерне, ял историне, чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпчес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Пуçтарнă материалсем тăрăх кĕнекесем те кăлараççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Рудольф Павлов çыравçă хастар пулăшать. Лидия Шурçăл поэтесса та çыравçă эткерне упраса хăварас тесе чунтан тăрăшать - хальхи вăхăтра вăл Ф.Н. Вуколовăн алçырăвне халăх патне çитерес тесе ĕçлет. Сăмах ăсти Филипп Николаевичăн музейра упранакан алçырăвĕсен электронлă вариантне хатĕрлет. Лидия Александровна дневникри хăш-пĕр сăвăсене пире те вуласа пачĕ.
- Музей çуртне хутса ăшăтма май çук пулин те пире сивĕ мар, эпир кăмăллă лару-тăрура калаçса ларатпăр, мĕншĕн тесен кунта чăннипех те ырă чĕреллĕ çынсем пуçтарăннă, - терĕ Лидия Шурçăл.
Чăнах та, музей умĕнче çивĕч тăракан ыйтусем сахал мар. Музей малашне епле çулпа аталанасси те, хуçалăх ыйтăвĕсем те (аваллăх çуртне электричество çутипе тата ăшăпа тивĕçтересси) канăç памасть пуçтарăннисене. Кам хăй хÿттине илĕ ăна, кам пулăшĕ?
Пишпÿлекри музей пĕрлĕхĕн ертÿçи Роза Иванова Мелеспуçĕнчи музейĕн хресне амăшĕ пекех. Марина Алексеевна яланах унпа канашлать, музее уçас ĕçе те пысăк тÿпе хывнă вăл.
- Ку – тĕлĕнмелле музей. Кунта ытти музейсенчи пек пĕр тăваткал метрта пĕрре мар, темиçе экспонат таран вырнаçнă. Кунта хăйне евĕрлĕ илем хуçаланать, хамăр ачалăха лекнĕ пекех туйăнать. Хăтлă тата чуна çывăх. Унăн шăпишĕн Марина Алексеевнан çеç мар, пирĕн те чун ыратать. Хăй вăхăтĕнче шкул пулнă çурта музей валлиех тунă тейĕн. Кунта виçĕ экспозици залĕ, пысăк коридор. Ĕçлеме, мероприятисем ирттерме питĕ меллĕ. Марина Алексеевна, эсир вун икĕ çул хушшинче питĕ пысăк ĕç тунă. Ас тăватăр-и, шкул пулнă çуртăн тăрри те, никĕсĕпе пусми çийĕ те кивелнĕччĕ. Эсир вĕсене ăçта спонсорсем тупса, ăçта хăвăр вăйăрпа юсама, çĕнетме пултартăр. Чи пысăк ĕçсене пурнăçларăр. Эсир – çак музейăн чунĕ. Паллах, йывăр лава чун хушнипе анчах туртса пыма питĕ хĕн. Укçа-тенкĕпе пулăшакансем, спонсорсем кирлĕ. Музей пурнăçĕ Филипп Николаевич кун-çулĕ майлах. Çыравçа пурнăç, карьера картлашкипе питĕ хăвăрт хăпарнă, пысăк должноçсем йышăннă, анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кĕске вăхăта çеç тыткăна лекни пурнăçĕнче хура пăнчă пулса тăнă. Мĕнле чăтса ирттернĕ пуль вăл çак чун ыратăвне? Халĕ, акă, эпир унпа мăнаçлантпăр, унăн ĕçĕсем сывă. Музей те пур йывăрлăхсем урлă иртсе чечекленессе, ăна пулăшакансем тупăнасса шанатпăр, - терĕ Роза Гамзатовна хăй сăмахне пĕтĕмлетсе.
Ялпа музей малашлăхĕ çутă пуласса Алексей Родионов та, Роза Даниловапа Ирина Фадеева та чунтан шанаççĕ.
Марина Алексеевна обществăлла музей уçнă чухне республикăра ун пек музейсем çукпа пĕрехчĕ. Халĕ хăйсен килĕсенче, лаççисенче музей уçакансем нумайланса пыраççĕ. Ку питĕ лайăх, кăмăллă пулăм. Анчах та чи малтанхисенчен пĕрне упраса хăварма та, чунне парса тăрăшакана пулăшма та, хавхалантарма та майне тупасчĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.

«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп  Николаевич  пурнăçĕ майлах»
«Музей кун-çулĕ Филипп Николаевич пурнăçĕ майлах»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: