Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
29 Октябрӗн , 13:00

Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли

«Кĕр сăри» йăла-йĕрке уявне ирттересси чăвашсем хушшинче мĕн авалтан сарăлнă. Ăна хальхи вăхăтра Пушкăртстанра йăхташсем йышлă пурăнакан кашни районтах йĕркелеççĕ. Октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш сăрине, апат-çимĕçне (çĕнĕ тухăçран хатĕрленĕскерсене) астивсе пăхма Пишпÿлек районĕнчи культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ. Сумлă хăнасем те килсе çитнĕ.

Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли

Чăн малтан уява хутшăнакансем кашниех 12 тĕрлĕ сăрана тутанса пăхса хак пама пултарчĕç. Ун хыççăн килĕшнĕ ĕçмешĕн сасăламалла пулчĕ. Хăйне кура çакă çăмăл ĕç мар, анчах та тăрăшсан, чăтăмлăх çитерсен чи лайăххине палăртма пулать. Эпир те йĕркелÿçĕсем çирĕплетнĕ йĕркене пăсмасăр çапла турăмăр, хамăра килĕшнĕ сăрашăн сасăласа жетона ещĕке ятăмăр. Ун хыççăн кĕр мăнтăрĕпе хатĕрленĕ пуян сĕтелсем çинчи апат-çимĕçе ас тивсе пăхрăмăр. Кунта мĕн кăна çук. Чăн та вĕсене ĕлĕк-авал пирĕн мăн асатте-асаннесем кашни кунах çимен пулсан та уявсенче пулнах. Хуран кукли, хуплу, шăрттан, йăва, пÿремеч, тултармăш ... Кашнинех каласа та пĕтерес çук. Ситекпуç ялĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ кукар шÿрпи те пĕçерме ÿркенмен.
Апачĕ тутлă пултăр тесе кашни сĕтел умĕнче хăй пултарулăх артисчĕсем юрă-кĕвĕ шăрантараççĕ, капла та савăнăçлă кăмăла тата та ытларах çĕклеççĕ. Пĕр коллектив тепринчен юласшăн мар.
Уяв мероприятине уçма ертÿçĕсем район администраци пуçлăхĕн çумне Алексей Данилова сăмах пачĕç. Алексей Александрович иртнĕ пурнăçа манманни, хамăрăн йăла-йĕркесене асра тытни ырă пулăм пулнине палăртрĕ, уява хатĕрленсе килнĕ ансамбльсемпе уйрăм çынсене тав турĕ, микрофон умне темиçе çул каялла «Кĕр сăрине» пуçласа йĕркелеме пулăшнă пуçаруçăсенчен пĕрне Наиль Гатауллина (хăй вăхăтĕнче район администраци пуçлăхĕ пулнă) тухма ыйтрĕ.
- Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп. Ĕçлеме те, савăнса канма та пултаратăр эсир, чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине упратăр. Ăнăçу сунатăп, уява чĕннĕшĕн тав тăватăп, - терĕ Наиль Габдуллович чăваш халăхĕн паха енĕсене палăртнă май.
Çавăн пекех пухăннă халăха уяв ячĕпе Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, культура, çамрăксен политики, спорт енĕпе тата обществăлла пĕрлешÿсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Елена Арефьева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç.
Çакăн хыççăн уява хутшăнакан кашни ял (Хушăлка, Кистенлĕ, Пăслăк, Кистенлĕпуç, Ситекпуç, Ситек, Ăхпуç, Мелеспуç) наци апачĕсен хăтлавне ирттерчĕç, хăнасене сăйларĕç. Çав вăхăтрах куракансене юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç, вăйă картине йыхравларĕç. Паллах, такмак каласа йышпа чăваш ташшине ташлани те мероприятине урăх сĕм кĕртрĕ.
Уяв программине вĕçленĕ май ансамбльсемпе культура ĕçченĕсене хăйсен ĕçне юратса тата чунне парса ĕçленĕшĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Чи сĕтеклĕ те кăпăклă сăра вĕретекен вара Пăслăк ялĕнче пурăнакан Лариса Исаева (сăн ÿкерчĕкре вăл мăшăрĕпе) пулса тăчĕ. Вăл çĕнтерÿçĕ Дипломне тивĕçрĕ.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Пишпÿлек районĕ.

Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Тулли сĕтел, кăпăклă сăра - «Кĕр сăри» палли
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: