Пур хыпар та
Çырăнтару
30 Октябрӗн , 12:30

Каска та вырăнĕнчен хускалĕ

Макаровка чăваш ялĕ - Чекмагуш район центрĕнчен 30 яхăн çухрăмра илемлĕ вырăнта, вăрманпа анлă уй-хирсем çывăхĕнче вырнаçнă. Хăй вăхăтĕнче кунта пурнăç кĕрлесе тăнă, анчах халĕ вăл дача поселокне аса илтерет.

Каска та вырăнĕнчен хускалĕ
Каска та вырăнĕнчен хускалĕ

Паянхи кун кунта 50 яхăн çурт. Апла пулин те ялта маттур та пуçаруллă çынсем пурăнаççĕ. Кашнийĕ вĕсенчен тăван кĕтес илемлĕрех те хăтлăрах пултăр тесе сахал мар тăрăшать. Çак тĕлĕшпе кунта пуçару ушкăнĕ те йĕркеленнĕ. Унăн йышне Татьяна Васильевна Ларионова, Тамара Мефодиевна Кушнарь, Люция Михайловна Ахметзянова кĕнĕ. Шăпах вĕсем пĕр-пĕр ыйтăва татса парас тĕллевпе пуçлăхсен алăкĕсене пырса шакаççĕ, тĕрлĕ инстанцисене хутсем çыраççĕ.
Акă, нумай пулмасть çак тăрăшуллă хĕрарăмсем çине тăнипе ялпа аслă çула çыхăнтаракан çула юсанă, вак чул сарнă. Паллах, çак йывăрлăха парăнтарма, палăртнине пурнăçа кĕртме çăмăл пулман. Пуçару ушкăнĕ ăçта кăна çырман-ши! Асăннă ыйтупа Ĕпхĕве те çитнĕ. Халĕ хаш! сывласа яма та юрать пулĕ. Анчах Макаровка çыннисен умĕнче тата тепĕр пысăк ĕç тăрать. 2025 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитет, Макаровка ялĕ йĕркеленнĕренпе – 100 çул. Историри паллă пулăмсене шута илсе ял çыннисем аслă вăрçăра пуç хунисене тата вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăннисене сума суса «Реальные дела» проект витĕмĕпе, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов пулăшнипе çĕнĕ палăк лартасшăн. Паянхи кун тĕлне пуçару ушкăнĕ асăну хăмисем çине çыртармалли хушаматсен списокне хатĕрленĕ, ăна Юмаш ял Канаш администрацине (ял шăпах çак хутлăха кĕрет) илсе çитернĕ. Çавăн пекех ял юбилейĕ тĕлне вырăнти пĕвене тасатас тата тарăнлатас ĕçе пуçланă. Халĕ унти шыва юхтарнă, тĕпне юшкăнран тасатнă. Вадим Васильевич техника уйăрса панипе çывăх вăхăтра унăн тарăнăшне виçĕ метр тарăнлатĕç. Çакăн хыççăн çыран хĕррине тикĕслесе якатĕç. Çитес çулта ял юбилейне çакăнта паллă тăвĕç. Çапла, ăнланакан та пуçаруллă йыш пулсассăн, каска та вырăнĕнчен хускалĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Макаровка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: