Асăннă амбулаторие хальхи вăхăтри медицина оборудованийĕпе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Унта пациентсене йышăнмалли, терапевт, педиатр, тĕрĕслемелли, прививка, процедура кабинечĕсем, санузел, эмелсем усрамалли пÿлĕмсем, кăнтăрлахи стационар пур.
Çĕнĕ амбулаторинче малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвне тăватă ял çыннисем тивĕçĕç. Вĕсенче виçĕ пин ытла çын пурăнать, çав шутран 557-шĕ – ачасем.
– Çĕнĕ амбулатори ял çыннисен сывлăх центрĕ пуласса шанатăп. Кунта хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ те тивĕçлĕ медицина пулăшăвне пама мĕнпур услови те пур, – пĕлтернĕ Иглин больницин тĕп тухтăрĕ Радмир Саубанов.
2019 çултан пуçласа «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн витĕмĕпе республикăра 500 ытла модульлĕ конструкци, врач амбулаторийĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă, çĕре яхăн медицина объектне юсанă, 400 ытла автомобильпе куçса çÿрекен медицина комплексĕ, 30 пин медицина оборудованийĕ туяннă.
2025 çулта районсенче тата 135 модульлĕ ФАП уçма палăртни çинчен Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшне Белорецк районĕнче уçĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Иглин районĕ,
Чăваш Кăпавĕ ялĕ.