Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
6 Ноябрӗн , 15:30

УРАЛ САССИНЕ – 35 ÇУЛ

Çак кунсенче «Урал сасси» хаçат 35 çул тултарнине халалласа редакцине çырусем килеççĕ. Вĕсене прозăлла та, сăвăлла та çырнă. Паянхи номерте эпир сире, хисеплĕ вулакансем, Зинаида Сурпан сăвăçăн йĕркисемпе паллаштаратпăр.

УРАЛ САССИНЕ – 35 ÇУЛ
УРАЛ САССИНЕ – 35 ÇУЛ

Астӑватпӑр-ха, епле пуҫларӑн
Сассуна пама «Урал сасси».
(Ун чух хура-шурӑ тӗспеле ҫеҫ
Алӑнатчӗ сан ҫыру пусси...).

Паянхи пекех эс пурпӗр хаклӑччӗ,
Чун пекех кӗтеттӗмӗр сана...
Вӑтӑр пилӗк ҫул унтанпа иртрӗ,
Пухрӑн вӑтӑр пилӗк ҫул «мулна»!

Ҫавӑ «мул» ҫӳпҫийӗнче - истори,
Халӑхун кун-ҫулӗ те сасси!
Ҫыхӑнтарчӗ сан ҫыру пуссийӗ
Пӗтӗм чӑваша «Урал сасси».


Малалла та пуссуна алар-ха
Ывӑнмасӑр, шанчӑклӑн пӗрле!
Тымарсен чӗлхийӗн сассипе ҫеҫ,
Тӗнчене янраттарса ӗҫлер!

Эс паян пӗрлештерсе тӑратӑн
Тӑван халӑхна тӑван хаҫат.
Малалла та ҫапларах çап-ҫуттӑн,
Шанчӑк ҫутипе ҫула ҫутат.

Тав сана, хаçатăм, пурришӗн,
Эсӗ пире ертсе пынӑшӑн ҫапла!
Вӑтӑр пилӗк ҫул сасна панишӗн
Тӑван халӑхушӑн чӑвашла!

Эс пулсассӑн - пулӗ тӑван халӑх,
Эс те пулӑн - халӑху пулсан!
Ҫыхӑннӑ санпа пирӗн, малашлӑх,
Пирӗн пӗр ҫул, пӗр шӑпа ялан!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: