– Тăван республикăн тулашĕнче пурăнакан йăхташсемпе тĕл пулма яланах хавас. Çак пулăм тăвансемпе куçа-куçăн тĕл пулнине аса илтерет, кăмăла çĕклет. Сире, «Урал сасси» хаçат редакцинче ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, хавхалану, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп, – терĕ Чăваш Ен парламенчĕн спикерĕ уява ăшă та савăнăçлă лару-тăрура ирттерме сунса.
Черетлĕ тĕлпулу «Хыпар» издательство çурчĕн директор-тĕп редакторăн Виктория Вышинскаян пÿлĕмĕнче иртрĕ. Паянхи наци пичет кăларăмĕсен çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки калаçнă май, Виктория Анатольевна Пушкăртстана килсе курма, «Урал сасси» хаçатăн çавра çул уявĕнче пулма кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Пирĕн хушăри калаçăва Елена Атаманова ентеш («Тантăш», «Тетте» ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ) тата Валентина Петрова журналист (2000 çулсен пуçламăшĕнче «Урал сассинче» ĕçленĕ) хутшăнни пуянлатрĕ.
Çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Валерий Клементьевпа йĕркелÿ ыйтăвĕсене тухăçлă татса пани те чĕрере ăшă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм çуратрĕ.
Хаçатăн юбилей каçĕ вара ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен çуртĕнче иртет. Вăл 16.00 сехетре пуçланать. «Урал сасси» тусĕсене хапăл туса кĕтетпĕр!
Юрий МИХАЙЛОВ,
«Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.