Прозăллă, документлă тата сăвăласа çырнă хайлавсен авторĕпе Пелепейри 17№ шкул вĕренекенĕсем, 5 Г класс ачисем, тĕл пулчěç. Тĕлпулăва чăваш культура центрĕ йĕркеленине палăртса хăвармалла. Мероприятие «Илем» халăх ансамблĕн ертÿçи Нина Никитина ертсе пычĕ.
Кĕнекесен хăтлавĕ кăсăк иртрĕ. Пакунлă çыравçă ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, хăйĕн юратнă чун киленĕвĕсем, кĕнекесенче калăплакан сăнарсене ăçтан илни çинчен каласа пачĕ. Унсăр пуçне калаçу паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра та пулчĕ: атте-аннене, Тăван çĕршыва хисеплесси, тăван тавралăх илемне курма хăнăхасси, тăван чĕлхепе калаçасси, шкулта тăрăшса вĕренесси, кĕнекесене алла илсе вуласси, шкул пĕтерсен кăмăла каякан професси суйласа илесси тата ыт. те.
Шкул ачисем те тĕлпулăва хатĕрленсе килнĕ. Вĕсем аслă ентешĕмĕре тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Пĕрисем кăкăр çинче ялкăшакан медальсенчен хăшне чи малтан илме тивĕçнипе кăсăкланчĕç. Теприсем автор пилĕк чĕлхепе интересленнине, вĕсенчен чылайăшне алла илнине шута илсе чăвашла, вырăсла тата нимĕçле сăвăсем вуласа пама ыйтрĕç. Çыравçăн ачалăхĕпе, кун-çулĕпе, унăн хайлавĕсенчи геройсемпе интересленекенсем те пулчĕç. Рудольф Матвеевичăн ачасен кашни ыйтăвĕ çинех тулли хурав тупăнчĕ. Тĕлпулу вĕренекенсене чăннипех савăнтарчĕ. Вĕсем çыравçа шкулти класс сехечĕсене хутшăнма чĕнсе хăварчĕç. Çапла чăн-чăн чĕрĕ писательпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пурне те тÿр килмест-çке.
Пултаруллă çыравçа вулаканăн чун-чĕринче ырă çимĕç ÿстерме пулăшакан çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем калăплама хавхалану тата вăй-хал, сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.