Геннадий Петрович хăйĕн юбилейне октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче паллă турĕ. Вăл Виçĕ Çăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕрĕх ытла çулне вĕрентĕве халалланă. Географи учителĕ, Виçĕ Çăл шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ.
Геннадий Пашинăн ашшĕпе амăшĕ, Петр Федоровичпа Анастасия Антонова, «Мичурин» совхоза кĕрекен Юность уйрăмĕнче тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Çемьере сакăр ача çитĕннĕ, Геннадий чи асли пулнă. Арçын ача Виçĕ Çăлти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чекмагуш районне кĕрекен Кивĕ Юмашри çичĕ класлă шкулта ăс пухнă, ăна «пиллĕк» паллăсемпе çеç пĕтернĕ. 1950-1954 çç Пелепейри педагогика училищинче «Пуçламăш классен вĕрентекенĕ» специальноçа алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне тăван тăрăхĕнчи Ĕрĕкмен шкулĕнче шкул заведующийĕн должноçĕнчен пуçланă. «Вĕрентекен профессине хамăр учительсен ырă тĕслĕхĕсемпе хавхаланнипе суйласа илтĕм. Ĕрĕкмен шкулĕнчи пуçламăш классен вĕрентекенне Илья Никонорович Гаврилова паянхи кунччен те тав тăватăп. Унра вĕрентекенĕн чи ырă енĕсем упранатчĕç», – тет ăшшăн Геннадий Петрович.
Геннадишĕн служба çулĕсем Туркмен ССРĕнчи Мары хулинчи танк чаçĕнче иртнĕ, вăл телеграфист тивĕçĕсене пурнăçланă. Демобилизаци хыççăн 1955 çулта тăван тăрăхне таврăнса Виçĕ Çăл ялĕнчи çичĕ класлă шкулта химипе биологи предмечĕсене вĕрентме пуçланă, директорăн класс тулашĕнчи çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1962 çулта Геннадий Петрович куçăн мар мелпе Пушкăрт патшалăх университетĕнчи географи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1994 çулччен Виçĕ Çăл ялĕнчи çичĕ класлă, каярах вăтам шкулсенче директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, географи предметне вĕрентнĕ.
Геннадий Петрович ачасене вĕрентес ĕçĕн новаторĕ тата практикĕ пулнă. Географи урокĕсене çут çанталăка илсе тухса интереслĕ те усăллă экскурсисем майлă ирттернĕ. Шкул ачисене уй-хирсем, таврари сăрт-тусемпе çырмасем пирки каласа панă, хамăр тăрăхри илеме курма, пĕчĕк тăван кĕтесе юратма, кирлĕ çула тупма, çухалса каймасса вĕрентнĕ.
Геннадий Пашин 1955-1998 çулсенче Виçĕ Çăл шкулне ертсе пынă ултă директорпа – Константин Григорьевич Ермолаевпа, Иван Никитич Коротковпа, Сергей Васильевич Сафроновпа, Дмитрий Петрович Каменевпа, Валерий Васильевич Герасимовпа, Ильдус Мазипович Хазиповпа – ĕçленĕ.
Геннадий Петрович хăй пурнăçĕн 44 çулне вĕрентÿ ĕçне халалланă. 1972 çулта ăна «РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» хисеп паллипе наградăланă. 1978 çулта «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» сумлă ята парса чысланă, 1996 çулта аслă квалификаци категорине тивĕçнĕ. 1998 çултанпа Геннадий Пашин тивĕçлĕ канура.
Геннадий Петрович час-часах мăнаçланса унăн вĕренекенĕсем хушшинче пурнăçра ăнăçлă çул тупнисем пур тесе калать. Çав шутра – Шаранти 2№ шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ Мария Яковлева, Шаран тĕп район больницинчи шăл тухтăрĕ Юрий Самсонов, Виçĕ Çăл шкулĕн директорĕ Валерий Герасимов, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, ПР тава тивĕçлĕ учителĕ, Мичуринск тата Хурамал шкулĕсенче биологи, хими тата географи предмечĕсен учителĕ Владислав Акбулатов. Пĕр ÿстермесĕрех калама пулать, паянхи кун Виçĕ Çăл шкулĕнче ĕçлекен учительсенчен нумайăшĕ Геннадий Петровичăн вĕренекенĕсем. Виçĕ Çăл шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Васильевна Назарова 1988 çулта Виçĕ Çăл шкулне пĕтернĕ.
– Геннадий Петрович – пысăк сас паллипе çырăнакан пултаруллă педагог. Эпĕ вăл ертсе пыракан географи урокĕсене хаваспах çÿреттĕм. Шăпах вăл мана учитель пулма сĕнчĕ, – тет Наталья Васильевна.
Наталья Назарова 1991 çулта Пелепейри педагогика училищинче «Пуçламăш классен учителĕ» специальноçа алла илнĕ тата ВЭГУра «Психологи» факультетне пĕтернĕ, ПР вĕрентĕве аталантаракан институтра пĕлĕвне анлăлатнă. Хальхи вăхăтра вăл директорăн çумĕ тата историпе обществознани учителĕ.
Геннадий Пашин Валентина Хазипова пулас вĕрентекене те пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă. Шкул пĕтерес умĕн хĕр ачана тухтăр е учитель пулас-ши текен шухăш канăç паман. Геннадий Петрович Валентинăна Пушкăрт патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме тĕллевлĕ направлени илсе парас шутпа районти вĕрентÿ уйрăмне заявка янă. Çапла вăл Геннадий Петрович пулăшнипе хăй çулне суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра Валентина Витальевна Виçĕ Çăл шкулĕнче географипе биологи учителĕ пулса ĕçлет.
Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Аркадьевна Григорьева Виçĕ Çăл шкулĕнче 1992 çултанпа вăй хурать. Ĕçлĕ пурнăçне пуçламăш классен учителĕнчен пуçланă, халĕ акăлчан чĕлхи вĕрентет. Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче ют çĕршыв чĕлхисен факультетне пĕтернĕ. «Эпĕ шкула вĕрентме килнĕ чухне Геннадий Петрович директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ. Вăл опытлă ертÿçĕччĕ. Мана уçă чунпа кĕтсе илсе педагогика çулĕн пуçламăшĕнче яланах пулăшса пычĕ».
Çирĕм пĕр çул хушши Геннадий Пашинпа юнашар унăн шанчăклă мăшăрĕ Нина Александровна пулнă. Нина Пашина Виçĕ Çăл ялĕн медпункчĕн заведующийĕччĕ. Пашинсен икĕ ывăл, Сергейпе Владимир, çуралнă. Шел пулин те, 1979 çулта Нина Александровна ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăхăт иртнĕçемĕн Геннадий Петрович тепре авланнă, ку хутĕнче Чекмагуш тăрăхĕнчи Тапканчăри Елизавета Васильевнăна качча илнĕ. Вăл 1965-1971 çулсенче вырăс чĕлхипе литература учителĕ, 1971 çултан хăй тăрăшнипе туса лартнă Юмаш шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. 1980 çулта Геннадий Пашина качча тухнă хыççăн Виçĕ Çăл ялне куçса вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. 2003 çултанпа вăл тивĕçлĕ канура.
Елизавета Васильевна Мелекесри (халĕ Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хули) патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, хăй ĕçне чунтан парăнса ĕçленĕ. 1975 çулта ăна «ПАССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята парса чысланă. Мăшăрăн Алексей ывăлĕ çуралнă. Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елизавета Васильевна 85 çул тултарчĕ. Аслашшĕпе асламăшне мăнукĕсем, икĕ хĕр ачапа виçĕ арçын ача, савăнтараççĕ.
Геннадий Петрович обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Агитатор, политинформатор, «Мичуринский» совхозăн «За урожай» ятлă хаçатăн редакторĕ пулнă. 10 çул ытла «Мичуринский» совхоза кĕрекен Юность уйрăмĕнчи çамрăксемпе коммунистсем хушшинче политвĕрентÿ ирттернĕ, 10 çула яхăн Мичуринск ял хутлăхĕнчи ветерансен Канашне ертсе пынă.
«Учителĕн пур енчен те лайăх пулмалла, вăл ачасемпе ĕçтешĕсемшĕн тивĕçлĕ тĕслĕх шутланмалла. Ачан хăйĕн вĕрентекенĕ çине пăхса ун пек пулма тăрăшмалла. Эпĕ çак йĕркене тытса пырас тесе хамран мĕн килнине пурне те туса пытăм. Виçĕ Çăл шкулĕнчи паянхи вĕрентекенсенчен нумайăшне эпĕ ăс панă. Вĕсен вĕрентÿ çулĕпе кайнинче манăн тивĕç те пур. Хамăн вĕренекенсем педагог çулĕпе кайни – маншăн чи пысăк награда. Апла пулсан эпĕ такăрлатнă çул усăсăр пулман», – тет Геннадий Петрович.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ,
Виçĕ Çăл ялĕ.