Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Ноябрӗн , 10:00

Манăçа тухнă çĕр ăсчахĕ

Çĕр пурăнма кирлĕ условисенчен пĕри шутланать. Ял хуçалăхне çĕрсĕр куç умне кăларса тăратма та йывăр. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче тăпра сийĕсене тĕпчесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак статьяра Пушкăртстанри тăпрасене тĕпчес ĕçе хастар хутшăннă ентеш çинчен каласа парасшăн.

Манăçа тухнă çĕр ăсчахĕ
Манăçа тухнă çĕр ăсчахĕ

Василий Николаевич Иванов (28.12.1896-20.11.1979) Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнчи Менеузбаш вулăсĕнчи Хушăлка ялĕнче (халĕ Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек районĕ) çуралнă. 1913 çулта Хушăлкари виçĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. 1915-1917 çулсенче Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. «Краткая история старинного села Кош-Елга» кĕнекере Василий Иванов Граждан вăрçи вăхăтĕнче юлташĕсемпе пĕрле Шурă Çар оборонине аркатса Хĕрлĕ Çара пулăшни çинчен çырни пур.
Демобилизаци хыççăн В.Н. Иванов Пелепей хулинчи рабочипе хресченсен уес инспекцийĕнче ĕçленĕ. Хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлас тесе 1921 çулта Мускав хулинчи М. И. Калинин ячĕллĕ рабфакра вĕренсе тухать. Ун хыççăн Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академинче агрономи факультетĕнче ăс пухать. 1925-1928 çулсенче агрохимипе çĕр ăслăлăхĕн факультетĕнче вĕренет. Василий Николаевич студент чухнех тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланнă. В.П. Бушинский тата Б.А. Келлер академиксем ертсе пынипе Азов тинĕс хĕрринчи çĕрсене ял хуçалăх культурисене ÿстерме усă курас тĕллевпе Çурçĕр Кавказ экспедицине хутшăннă. Ун чухнехи тĕпчевсем усăллă пулнă, халĕ çав çĕрсем çинче Кубань рисне ÿстереççĕ.
Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн Василий Николаевич Чăваш Енри Çĕр ĕç халăх комиссариатĕнче малтан участокри, унтан аслă агроном, Чăваш ял хуçалăх сăнав станцинче çĕр ĕç уйрăмĕн заведующийĕ пулса тăрăшнă. Вăл хăй ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Ен çĕрĕсем çинчен пĕрремĕш наука ĕçне çырса кăларнă. 1930 çулта Чăваш АССРĕн Çĕр ĕç халăх комиссариачĕ Василий Иванова Раççейри агропочвоведени тата удобренисен институчĕн Ленинградри уйрăмĕнчи аспирантурăна ярать. Аспирантурăра вĕреннĕ чух Р.И. Аболин профессор ертсе пыракан Турксиб тăпрапа ботаника пысăк экспедицине (1930 ç.), В.И. Баранов ертсе пыракан СССР Наукăсен академин Монголин тăпрапа агрономи экспедицине (1931 ç.), Л.И. Парасолев ертсе пыракан 25 млн гектар çĕр лаптăкне им-çамлас тĕлĕшпе йĕркеленĕ экспедицие (1932 ç.) хутшăннă. Василий Николаевич 1936 çулта ял хуçалăх наукисен кандидат степеньне илме «Почвы Северо-Запада Монголии и организация первых госхозов» диссертаци хÿтĕленĕ.
Аспирантурăран вĕренсе тухнă хыççăн В.Н. Иванова Пушкăрт АССРĕнчи хими станцин директорĕн тивĕçне шанса параççĕ (1933-1937 çç). Çав вăхăтрах вăл Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнчи студентсем валли лекцисем те вуланă. Василий Николаевич Пушкăрт çĕрĕнче ĕçленĕ чух Совет Союзĕн Наукăсен академийĕ йĕркеленĕ экспедицисене хастар хутшăннă. 1937 çулта «Почвы Башкирии и агропочвенные районы» монографи пичетлесе кăларнă. Экспедици пĕтĕмлетĕвĕсемпе районсен чиккисене палăртнă чух та усă курнă. Кăнтăр Урал сăрт-ту-вăрман тăрăхĕн экспедици ĕçĕ Василий Иванова асăннă территори тăприсем пирки статьясем çырса кăларма май панă.
1937 çулта Вăтам Азире мамăк ÿстерме тăпрана тĕпчес тата кадрсене çирĕплетес, вырăнти çĕр специалисчĕсене хатĕрлес тесе Василий Иванова Таджикистана янă. 1937 çултан пуçласа 1948 çулччен Таджикистанри ял хуçалăх институтĕнче çĕр ĕç тата тăпрана тĕпчес кафедрăна ертсе пырать. Педагогика ĕçĕсĕр пуçне наукăпа тĕпчев енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Йывăр условисенче Ту-Бадахшан автономи облаçĕнче 10 çул хушши тăпра тĕпченĕ. Çак ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе тăпран тĕплĕ карттине тата ял хуçалăх зонисен картограммине йĕркеленĕ, 1946 çулта «Почвенные условия Памира и пути развития земледелия» монографи пичетлесе кăларнă. Çак ĕçшĕн вăл В.Р. Вильямс академик ячĕллĕ Пĕтĕм Союз премине тивĕçнĕ. Василий Николаевич 1948-1950 çулсенче Совет Союзĕн Наукăсен академин Тăпрапа биологи лабораторин докторанчĕ пулнă. Маларах Памир тăприсене тĕпчени доктор диссертацин никĕсне выртнă. 1951 çулта ăна хÿтĕленĕшĕн профессор ятне панă.
Василий Николаевич Крымра та пысăк ĕç туса ирттернĕ. 1950-1972 çулсенче Симферополь хулинчи М.И. Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх институтĕнче ĕçленĕ. Вăл ертсе пынипе Крымри çеçенхир тата сăрт умĕнчи тăпрапа мелиораци тата агрономи тĕпчевĕсене туса ирттернĕ. Çак ĕçсем икĕ кăларăмпа (1958 ç. тата 1966 ç.) тухнă, «Почвы Крыма и повышение плодородия», «Почвы на виноградниках степного и предгорного Крыма и повышение их плодородия» (1965 ç.) пысăк монографисемпе статьясем пичетлесе кăларма май панă.
Юлашки çулсенче Василий Николаевич почвоведени кафедрин заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Рис ÿстерме хатĕрлекен тăпрасене тĕпчессипе, вĕсене тухăçлăрах тăвассипе тăрăшнă. Василий Николаевич обществăлла пурнăçа та хастар хутшăннине палăртасшăн. Вăл «Знание» пĕрлĕхрен час-часах колхозсемпе совхозсенче ăнланма çăмăл наука лекцийĕсемпе докладсене вуланă. Наукăри, педагогикăри тата обществăри тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн В.Н. Иванова «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, Таджик ССРĕн Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕпе, «Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине хутшăннăшăн» медальпе, «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.
Ял хуçалăх наукисен докторĕ, Василий Николаевич Иванов Совет Союзĕн паллă тăпра ăсчахĕ пулнă. Вăл Тăван çĕршыври тăпрасене тĕпчес, тухăçлăха ÿстерес ĕçре пысăк тÿпе хывнă.
Игорь МАКСИМОВ,
биологи наукисен докторĕ, профессор. Ĕпхÿ хули.

Манăçа тухнă çĕр ăсчахĕ
Манăçа тухнă çĕр ăсчахĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: