Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
19 Ноябрӗн , 14:05

«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать

Ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи культура çуртĕнче «Кану вăхăчĕ» ятпа тĕлĕнмелле ăшă тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Ăна кĕске вăхăта отпуска таврăннă ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене халалланăччĕ.

«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать

Мероприяти çемье ăшшине туйса илме пултаракан паттăрсемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Пĕр сĕтел хушшине салтаксен çывăх çыннисемпе тăванĕсем, вĕрентекенсем, çавăн пекех вĕсене пур енчен те пулăшу паракансем пухăнчĕç. Çав шутра ялăн команди – маскировка сечĕсемпе чăлхасем çыхакансем, мĕн кирлине пурне те пухакан хастарсем – пулчĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче илемлĕ юрăсем, сăвăсем, тав сăмахĕсем янăрарĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç, тăванĕсемпе çывăх çыннисем пулăшнине туйма та, курма та пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каласа пачĕç.
«Кану вăхăчĕ» тĕлпулу каçĕ пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕрев панин символĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл тăван килтен аякра пулнă ентешсем пĕччен маррине, вĕсене яланах чăтăмсăррăн кĕтнине кăтартса пачĕ.
СВО паттăрĕсем ял командине нимпе виçейми пулăшу панăшăн тав турĕç. Вĕсем «Кану вăхăчĕ» евĕр каçсем хăйсене килти пек туйса илме, малалла служба иртме вăй-хал пухма пулăшнине те палăртрĕç.
Валентина ИВАНОВА,
культорганизатор.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
«Кану вăхăчĕ» салтаксене вăй парать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: