Ача çуратнипе тата воспитани панипе çыхăннă уйăхсерен паракан тÿлев. Енчен те çемьери кашни çыннăн тупăшĕ пурăнмалли минимум шайĕнчен иртмест пулсан, хĕрарăм йывăрлă пулни 12 эрне иртсен кашни уйăхра асăннă тÿлеве пама пултараççĕ. 2024 çулта тÿлев виçи 7 495 тенкĕпе (50%), 11 243 тенкĕпе (75%), 14 991 тенкĕпе (100%) танлашать.
Ача çуралсан пĕр хутчен паракан тÿлев. Пур аннесене те, кашни ачашăн 28 294,95 тенкĕ уйăраççĕ.
Йывăрлă хĕрарăмсене тата ачисене кăкăр сĕчĕпе тăрантакан аннесене ятарлă апат-çимĕç параççĕ. Сахал тупăшлă çемьесене уйăраççĕ. Ăна пулас аннесем йывăрлă пулнипе учета тăнă хыççăн тепĕр уйăхран илме пуçлаççĕ. Тата кăкăр сĕчĕпе ачисене ÿстерекен аннесем пепкисем 6 уйăх тултариччен асăннă апат-çимĕçе илсе тăма пултараççĕ.
Тÿлевсĕр ача-пăча апачĕ. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем асăннă апата виçĕ çул тултариччен илсе тăма пултараççĕ. Апат-çимĕç пуххине хăвăр çÿрекен больницăра е сĕт кухнинче илме пултаратăр.
Ача 1,5 çул тултариччен уйăхсерен парăнакан тÿлев. Унпа ача 1 çул та 6 уйăх тултариччен пăхакан амăшне е ашшĕне тивĕçтереççĕ.
Асăннă çăмăллăхсене илес тесен РФ Социаллă фондне е вырăнти МФЦ офисне çитмелле е «Госуслуги» порталпа усă курмалла.