Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Ноябрӗн 2024, 11:00

Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ

Анне кунĕ – Пĕтĕм тĕнчери уяв. Çак кун аннесене, пепке кĕтекен хĕрарăмсене саламлаççĕ.

Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ
Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ

Раççейре Анне кунне РФ Президенчĕн Б.Ельцинăн 1998 çулхи январь уйăхĕн 30-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тума йышăннă. Çак уява РФ Патшалăх Думин Хĕрарăмсен, çемье тата çамрăксен ĕçĕсен комитечĕн пуçарăвĕпе çирĕплетнĕ.
Чăн малтан Анне кунне (уяв пулса тăриччен) 1988 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Баку хулинчи 228-мĕш шкулта ирттернĕ. Ăна вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Эльмира Гусейнова йĕркеленĕ. Каярахпа вăл Ставрополь хулине пурăнма куçнă.
АПШра тата Австрире çак кун тумтир çумне гвоздика çирĕплетеççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем анне ырă-сывă пурăннине сăнлаççĕ. Шуррине вара амăшĕ вилнĕ çынсем çакса çÿреççĕ. Раççейре Анне кунне халалласа тĕрлĕ акцисем иртеççĕ.

Анне кунĕпе çыхăннă интереслĕ фактсем
* Раççейре пурăнакан чи нумай ача амăшĕ – Ростов облаçĕнчи Татьяна Сорокина (сăн ÿкерчĕкре). Унăн 82 ача.

* Раççейре аннесене виçĕ тĕрлĕ наградăпа чыслаççĕ: «Ача амăшĕн» медалĕ, Ача амăшĕн мухтавĕ тата Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ орденсем.

* Пирвайхи хут «Ача амăшĕн» медальне вăрçă вăхăтĕнче – 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче – панă. Çав çулхине 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медальсене 43 хĕрарăм илме тивĕçнĕ.

* Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ (незабудка). Асăннă чечеке ахальтен суйласа илмен. Ĕлĕк-авал вăл ăс-тăна тавăрма пултарать тесе шутланă. Çавăнпа та çак уявăн тĕллевĕсенчен пĕри – манăçа тухнă çемье çыхăнăвĕсене каялла тавăрасси.

Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ
Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ
Анне кунĕн символĕ – кăвакарчăн куçĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: