Пур хыпар та
Çырăнтару
30 Кӑрлач , 11:00

Чей пĕçермелли чейник, мультиметр тата хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли хатĕр…

Çак парнесен хуçисем январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă пулчӗç. Маларах шантарнă пекех «Урал сасси» вулаканĕсен хушшинче пуçарнă лотерея вылявне шăпа ярса пӗтӗмлетрĕмĕр.

Чей пĕçермелли чейник, мультиметр тата хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли хатĕр…
Чей пĕçермелли чейник, мультиметр тата хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли хатĕр…

Парнесем шутĕнче тĕрлĕ йышши савăт-сапа‚ килти хатĕр-хĕтĕрсем тата хуçалăхра усă курмалли тĕрлĕрен япаласем пулчĕç. Çапла республикăн тӗрлӗ кӗтесне пӗтӗмĕшле 13 парне саланчӗ. Хальхинче те квитанци копийĕсене йышлăн ярса пачĕç. Лотерея вылявне пурĕ 181 çын хутшăнчӗ.
Парнесене выляса илекенсем
çаксем пулчĕç:
Антонина Никифорова (Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ) – пластмасса таз;
В.Данилов (Мелеуз хули) – стакансен пуххи;
Елена Гаврилова (Пелепей районĕ, Максим-Горький совхозĕ) – трос;
Нина Петрова (Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ) – шампань эрехĕ валли черккесен пуххи;
Роза Егорова (Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ) – машина çинчи юра тасатмалли хыркăч;
Петр Данилов (Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ) - тимĕр касмалли алă пăчки;
Светлана Мельникова (Мияки районĕ, Еспуç ялĕ) – ваза;
М.Трофимов (Мияки районĕ, Суккул ялĕ) – уçăсен пуххи;
Нина Антонова (Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ) – цифрăллă мультиметр;
Елена Кузнецова (Пелепей районĕ, Приютово поселокĕ) – пластмасса витре;
Юрий Евграфов (Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ) – юсав ĕçĕсем тунă вăхăтра усă курмалли валик;
Елена Артемьева (Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ) – чей пĕçермелли чейник.
Тĕп парнене, улма-çырлапа пахча çимĕçе хурт-кăпшанкăсенчен сапмалли хатĕре, Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнче пурăнакан Александр Фадеев выляса илчĕ. Пирĕн вулаканăмăр чăннипех те телейлисен шутĕнче.
Хисеплĕ туссем‚ хулара пулнă чух «Урал сасси» редакцине çитсе хăвăра тивĕçнĕ парнесене кĕрсе илме пултаратăр. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хамăр кĕртсе пама тăрăшăпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(34786) 4-22-81; 8(34786) 4-12-78.
Редакци.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: