Пирĕнпе пĕр палаткăра тăван тăрăхне отпуска килнĕ Раççей, Пушкăртстан, Чăваш Ен писателĕсен союзĕсен членĕ Дина Гаврилова (Надежда Леонидовна Григоренко) çыравçă та пулчĕ. Çавăнпа та палатка патĕнче чарăнса тăракансем тата та ытларах пулчĕç. Эпир уява килнисене «Урал сасси» хаçата çырăнма, Надежда Леонидовна «Цвета холодных лет» «Поленька или Христова невеста», «Цвета холодных лет», «Ты лучше всех» повеçĕсемпе романĕсене туянма сĕнтĕмĕр.
Наци хаçачĕпе интересленекенсем уявра нумай пулчĕç. Юбилей хăнисем чăвашлăхпа çыхăннă хыпарсемпе интересленчĕç, хăйсем юратнă рубрикисем пирки каласа пачĕç, хаçат çырăнчĕç. Нумайăшĕ наци пресси чăваш чĕлхипе культурине аталантарас тата упраса хăварас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Чăваш Ен, Ульяновск чăвашĕсĕсем те пирĕн патра чарăнса тăрса хаçата ăнăçу, вăрăм кун-çул, пархатарлă вулакансем сунчĕç.
Хаçат çырăнакансенчен пĕрремĕшсем Пелепей районĕнчи Слакпуç ял хутлăхне кĕрекен Канаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Герасимовапа мăшăрĕ пулчĕç. Герасимовсем Пелепей хулинче пурăнаççĕ. «Канмалли кунсенче яла çÿретпĕр. Ача чухнехи пек почта ещĕкĕнчен краска шăрши килсе тăракан çĕнĕ хаçат кăларса илес килет», – терĕç вĕсем.
Тепĕр хумхануллă самант çинчен çырмасăр ниепле те чун чăтмасть. Вăл хăнасем хăйсен вĕренекенĕсене парне туса хаçат çырăнса пани пирки. Палатка патне Слакпуç ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Рима Петровапа Зинаида Юрина пычĕç. Пĕр-пĕрне сывлăх сунса ун-кун калаçнă хыççăн Зинаида Моисеевна хăй хаçат çырăнас кăмăллине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтра палатка патне вĕсен вĕренекенĕсем пулнă Александр Ивановпа («Травы Башкирии» ООО директорĕ) Петр Тимофеев çитсе тăчĕç. Вĕсем Рима Мироновнăпа Зинаида Моисеевнăна парне туса хаçат çырăнса пачĕç тата хăйсене валли те çырăнчĕç.
Тутарстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономи ертÿçин çумĕ, вăрах вăхăт хушши Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă Константин Малышев çыравçă вара хальхи вăхăтра çырăнтару хĕнпе пынине такамран та лайăх пĕлет. Çавăнпа та вăл пире пулăшас, пĕр те пĕр пенсионера савăнтарас шутпа хăй шутĕнчен хаçат çырăнса пама сĕнчĕ. Константин Анатольевич парса хăварнă укçапа Слакпуç ял хутлăхĕнчи Краснояр ялĕнче пурăнакан Елена Данилова педагогика ветеранне хаçат çырăнса патăмăр.
Çак кун ПР чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Виталий Викторов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн Ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн ертÿçи Борис Гордеев, Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишма ялĕн вĕрентекенĕ Людмила Васильева, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче пурăнакан ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ирина Игнатьева, Слакпуç шкул вĕрентекенĕ Марина Трофимова, Пелепейри чăваш гимназинче вăй хуракан Полина Кириловапа Алексей Емельянов тата ыттисем те хаçатлă пулчĕç.
Юбилей витĕмĕпе уяв лапамĕнче Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ те палатка лартнăччĕ. Унта чăваш эрешĕсен, кĕнекисен выставкине йĕркеленĕччĕ. Çтерлĕ хулинче пурăнакан чăваш хастарĕ Наталья Емельянова хамăр тăрăхра ÿсекен курăксенчен тĕрлĕ йышши чейсем хатĕрлесе курава илсе килнĕ. «Пушкăртстан хирĕсем», «Таса юн» тата ытти йышшисем те пур. Кучченеç туса пире те пачĕ. Вĕретсе ĕçсе пăхрăмăр. Шăрши, тути ытарма çук. Паллах, сиплĕ те.
Юбилея килнисен шутĕнче Пишпÿлекри чăваш чунлă Николайпа Наталья Смоловсене, Авăркас тăрăхĕнчи Иванпа Людмила Ефимовсене, Микул Ишимбай, Лидия Мавлютова, Геннадий Челпир, Мелания Никифорова шуратăлçăсене, çамрăксене тата ыттисене курма кăмăллă пулчĕ. Çакă Константин Ивановăн еткерĕпе, тăван литературăпа интересленесси тата та ытларах вăй илсе пынине çирĕплетет çеç. Юбилей мероприятийĕсем поэтăмăрăн пултарулăхне халăх хушшинче ытларах сарма, çынсене ырă ĕçсем тума патриотизм туйăмне çирĕплетме, тăван чĕлхене юратма вĕрентĕç.
«Урал сасси» хаçатра чăваш чĕлхипе литературăна упрассипе тата аталантарассипе çыхăннă мероприятисем пирки малашне те çырса тăрăпăр. Хисеплĕ вулакансем, сирĕнпе пĕрле çеç чăвашлăха упраса ăна çитĕнекен ăрăва парса хăварма май пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ.