Пур хыпар та
Çырăнтару
8 Июлӗн 2025, 09:00

Валерий Питравăн «Çемье» прозăллă сăввипе паллашăр

Çулсерен, 2008 çултан пуçласа, июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Ку уявăн эмблеми те пур – шурă чечек – юрату палли. Паян сире Валери Питрав сăвăçăн çемье çинчен çырнă тарăн шухăшлă прозăллă сăввипе паллашма сĕнесшĕн. Тархасшăн, хак парсамăр.

Валерий Питравăн «Çемье» прозăллă сăввипе паллашăр
Валерий Питравăн «Çемье» прозăллă сăввипе паллашăр

Çемье

Çӳлти Турă хушнипе, унăн аслă йĕркипе пур чĕрĕ чун тĕсĕ те çакă аслă çĕр çинче мăшăрланса пурăнать, йăхне тăсма ăнтăлать. Этем тени те çаплах çав йĕркене пăхăнать. Арçын ӳссе çитсессĕн, пĕве кĕрсе вăй илсе тĕрекленсе çитсессĕн çырла евĕр пикесен шавлă-çуйлă йышĕнче хăйне валли пикенсех тивĕçлĕ мăшăр шырать, пĕр çемьене пĕрлешсе йăхне малалла тăсать.
Çемье – пурнăç тыткăчи, ăраскалăн управçи. Вăл кӳрекен ырлăхпа халăх йышĕ кăна мар, патшалăхăн халĕ те тĕрекленсе вăйланать. Ахальтен мар ăсчахсем, ăслă шурă сухалсем çемье вăйне хакласа, ун кирлĕлĕхне туйса патшалăхлăх никĕсне тытса тăран кирпĕче «çемье» ятпа палăртнă.
Чăвашсен çемье яланах пулнă хисепре. Çакă ырă йăлана пирĕн манма юрамасть, ваттисенĕн пиллĕхне асран яма Тур хушмасть. Тăван кил-йыш ăшшине, çемьен хаклă вучахне ялан усрар чĕрере. Çак чăнлăха ăнланса ăша хывса пурăнсан, чăваш ячĕ ĕмĕрех сывă пулĕ тĕнчере!
Валерий ПИТРАВ.
Шупашкар хули.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас