Ун валли 14 парне туяннăччĕ. Хаçатра маларах лотерея вылявĕ иртесси пирки пĕлтернĕччĕ, вулаканăн 2025 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăнни çинчен çирĕплетекен квитанцие редакцине ярса памаллаччĕ çеç. Мелĕсем чылайччĕ: квитанцие редакцине кĕртсе пама, почта урлă çырупа, редакцин электронлă почтине, Ватсаппа сăн ÿкерсе яма пулатчĕ. Ку хутĕнче редакцие 82 квитанци çитрĕ. Каласа хăварас пулать, иртнинче лотерея вылявне 181 çын хутшăннăччĕ. Çулла çынсем ĕçпе çыхăннăран вăхăт тупайман тесе шутлатпăр. Хаваспах парнесем выляса илнисем çинчен пĕлтеретпĕр:
Н.К. Никитина (Пелепей хули) – автомобиле хĕвелтен сыхлакан чаршав;
А.И. Федосеев (Пишпÿлек ялĕ) – скакалка;
Н.Н. Михайлова (Пелепей хули)- пластмасс витре;
Р.Р. Рахимова (Пишпÿлек районĕ, Кенгер-Менеуз ялĕ) – удлинитель;
Г.М. Гордеева (Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ) – ура тупанне массаж тумалли хатĕр;
Г.Н. Ларионов (Шаран районĕ, Хурамал ялĕ) – кĕленче стакансем;
И.М. Прокопьев (Пишпÿлек районĕ, Кандры-Куль ялĕ) – виçмелли метр-лента;
Филиппова (Пелепей хули) – кухньăра усă курмалли хупкăчлă таз;
Е.А. Данилова (Пелепей районĕ, Краснояр ялĕ) – клей пистолечĕ;
Е.Ф. Никитина (Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ) – икерчĕ пĕçермелли çатма;
В.А. Никитина (Пелепей хули) – пластмасс таз;
А.А. Никитин (Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ) – тăвар савăчĕ;
В.А. Фомина (Çтерлĕ хули) – улма-çырла хумалли ваза.
Тĕп парнене – сывлăш тултармалли матраса – Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнче пурăнакан Наталья Михайлова (сăн ÿкерчĕкре) тивĕçрĕ.
Выляв лотерейне хутшăнса парнеллĕ пулнисене тулли кăмăлтан саламлатпăр! Ку хутĕнче ячĕсем тухманнисен те кÿренме кирлĕ мар. Лотерея вылявĕсем малалла та пулĕç. Хаçата çырăнса илсен квитанцие ярса пама ан ÿркенĕр çеç! Пурне те ăнăçу сунатпăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА.