Пур хыпар та
Çырăнтару
11 Сентябрӗн 2025, 11:00

Хаçат-журнал çырăнтарасси пуçланчĕ

Республика тата муниципалитет шайĕнче тухса тăракан пичет кăларăмĕсене йăлана кĕнĕ тăрăх 2026 çулшăн почта уйрăмĕсенче тата интернет урлă онлайн-сервиспа усă курса çырăнса илме пулать.

Хаçат-журнал çырăнтарасси пуçланчĕ
Хаçат-журнал çырăнтарасси пуçланчĕ

Юлашки мелпе усă курас тесен rbsmi.ru сайта кĕмелле, «Çырăнтару» («Подписка») пайра хăвăра кирлĕ хаçата е журнала шыраса тупмалла. Страницăна уçнă хыççăн сирĕн электронлă е пичет версине суйласа илмелле пулать. Ун хыççăн эсир суйласа илнĕ кăларăм карçинккана (корзина) каять, унта куçнă май заказ тăвасси вĕçленет.
Хастар хаçат-журнал çырăнакансене бонуссем кĕтеççĕ. «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ «Раççей почти» АОпа пĕрле октябрь уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче тата декабрĕн 3-13-мĕшĕсенче вунă кунлăх (декадник) ирттерет. Çак тапхăрта республика тата район хаçачĕсене йÿн хакпа çырăнса илме пулать.
Кăмăллă та савăнмалли самантсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан кашни вулакан лотерея вылявне хутшăнма пултарать. Çакăн валли сирĕн икĕ пичет кăларăмне çырăнса илмелле. Ун хыççăн ирĕклĕ формăпа заявка çырмалла. Унта хăвăрăн адресăра тата телефонăра кăтартмалла, пĕрле çырăнтару квитанцине çирĕплетмелле. Заявкăна ярса памалли адрес: 450079, г.Уфа, ул.50-летия Октября, 13, АО ИД «Республика Башкортостан», каб.212. Унсăр пуçне ăна электронлă адреспа та çитерме май пур: podpiska@rbsmi.ru.
Заявкăсене 2026 çулхи январь уйăхĕччен йышăнаççĕ.
«Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас