Паянхи ĕçе ырана хăварар мар. Çапла тума пире çырăнтарун вунăкунлăхĕ килсе çитни те хистет. Вăл октябрь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче иртет. Шăпах çак вăхăтра пичет кăларăмĕсен хакĕсем йÿнелеççĕ, çав шутра «Урал сассин» те. Енчен те ăна ытти чухне çитес çур çула 623 тенкĕ те 10 пуспа (П2754) çырăнтараççĕ пулсан, декадникра – 548 тенкĕ те 88 пуспа. Çулталăка çырăнса илес тесен хаçат хакĕ 1185 тенкĕ те 18 пуспа танлашать, индексĕ – П3362.
Яланхи пекех лотерея вылявĕ пирки асăрхаттаратпăр. Вăл хаçата 2026 çулшăн çырăнса илнĕ вулакансем хушшинче январь уйăхĕнче иртĕ. Çавăнпа та сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» çĕнĕ çулшăн çырăннă квитанцин копине пирĕн пата ярса пама ыйтатпăр. Çак ĕçе эсир почта урлă çырупа, редакцин электронлă адресĕпе (uralsassi@mail.ru) тата ватсапри 8-963-146-44-44 номерпе ярса парса пурнăçлама пултаратăр. Хальхинче тĕп парне икĕ вырăнлă палатка пулĕ. Пурне те ăнăçу сунатпăр, «Урал сасси» çитес çул та сирĕн алăран каймасса шанса тăратпăр.