Пур хыпар та
Çырăнтару
18 Октябрӗн 2025, 11:00

«Урал сасси» – чӑваш хаҫачӗ!

Хаклă вулаканăмăр, çырăнтару кампанийĕ малалла тăсăлать. «Урал сасси» шăпишĕн пăшăрханакан Геннадий Челпир поэт ятарласа çырнă сăвă йĕркисене ярса пачĕ. Сире те вĕсемпе паллаштарасшăн.

«Урал сасси» – чӑваш хаҫачӗ!
«Урал сасси» – чӑваш хаҫачӗ!

«Урал сасси» – чӑваш хаҫачӗ!
Кашни ҫемьешӗн – чун уҫҫи.
– Кирлех-ҫке, – тейӗ, – чун апачӗ, –
Хаҫат ҫырӑнакан хуҫи.

Тӑван чӗлхепеле калаҫнӑн,
Хаваслӑх хуçаланĕ чӗрере.
Ют пулмӗ сирӗншӗн хыпарҫӑ,
Ӑна сӑнамӑр инҫетрен.
Геннадий ЧЕЛПИР. Çтерлĕ хули.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас