Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Кӑрлач , 15:00

«Урал сасси» хăйĕн вулаканĕсене парнесемпе савăнтарчĕ

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Кивĕ Çĕнĕ çул умĕн, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ хăйĕн шанчăклă вулаканĕсене парне турĕ. Çак кун хаçата 2026 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнса илекенсем хушшинче йăлана кĕнĕ лотерея вылявĕ иртрĕ.

«Урал сасси» хăйĕн вулаканĕсене парнесемпе савăнтарчĕ
«Урал сасси» хăйĕн вулаканĕсене парнесемпе савăнтарчĕ

Унта хутшăнакансен шучĕ çулсеренех йышлăланса пырать. Ку хутĕнче хăйсен шăпине республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнче пурăнакан 129 çын тĕрĕслесе пăхма шутларĕç. Редакци ĕçченĕсем тĕрлĕрен савăт-сапа, кил хуçалăхра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр, пурĕ 10 тĕрлĕ парне, вылянтарчĕç.

Квитанцисене редакцине ярса парса вылява хутшăннисенчен парнеллисем çаксем пулчĕç:

Альбина Петрова (Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ) – термос;
Андрей Иванов (Пелепей хули) – отверткăсен пуххи;
А.И. Михайлов (Пишпÿлек районĕ, Алексеевка ялĕ) – сивĕ апат хумалли кĕленче савăт;
Нина Гаврилова (Куюргазă районĕ, Ермолаево ялĕ) – ножовка;
Галина Родионова (Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ) – пăрăç тата тăвар савăчĕсен пуххи;
Петр Петров (Ĕпхÿ хули) – тăрса виçĕнмелли тараса;
Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ – кухньăра усă курмалли хатĕрсен пуххи;
Е.Н. Васильева (Мияки районĕ, Суккул ялĕ) – япала усрамалли органайзер;
Марина Трофимова (Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ) – пластмасс витре.


«Урал сасси» хаçатăн тĕп парни те – икĕ вырăнлă палатка – хăйĕн хуçине тупрĕ. Телейлĕ квитанци хуçи Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Юлия Васильева (сăн ÿкерчĕкре) пулса тăчĕ. Юлия Ивановна хаçата кашни çулах çырăнса илет, юратса вулать. Çавăнпа та вăл парнене чăннипех те тивĕç.


Эпир хамăр вулакансен пулăшăвне яланах туйса тăратпăр. Лотерея вылявĕ вăл – хаçат тусĕсене тав сăмахĕ каламалли мел. Хамăр вулакансене тĕрлĕ хыпарсемпе çеç мар, парнесемпе те тивĕçтерме май пурришĕн чунтан савăнатпăр. Вылява хутшăнма квитанцисем ярса паракансене ăшшăн тав туса ырлăх-сывлăх сунатпăр. Хаçата малашне те çырăнса илĕр, вулăр, пирĕн акцисене хутшăнăр.


Хисеплĕ туссем, Пелепей хулинче пулнă чух «Урал сасси» редакцине çитсе хăвăра тивĕçнĕ парнесене кĕрсе илме пултаратăр. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хамăр кĕртсе пама тăрăшăпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (34786) 4-22-81; 8 (34786) 4-12-78.

Редакци.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас