

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ хăйĕн шанчăклă вулаканĕсене яланах хавхалантарма тăрăшать. Хаклă парнесем пулмасан та кил хуçалăхра куллен кирлĕ пулакан хатĕр-хĕтĕр парнелет. Черетлĕ лотерея вылявĕ редакцинче июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче 16.00 сехетре иртрĕ. Пурĕ 13 парне вылятартăмăр. Ку хутĕнче телейлисем çаксем пулчĕç:
Ирина Трофимова (Мияки районĕ, Суккул ялĕ) – сĕтел çи лампи;
Николай Шестопалов (Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ) – фонарь;
Яковлев Владимир (Пелепей хули) – чашăксен пуххи;
Светлана Ефремова (Мияки районĕ, Кекен ялĕ) – йывăç ывăс;
Галина Иванова (Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ) – куркасен пуххи;
Роза Борисова (Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ) – сирпĕткĕч (опрыскиватель);
Александр Ильин (Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ) – поднос;
Людмила Шалашова (Мияки районĕ, Кекен ялĕ) – чечек савăчĕ (кашпо);
Эдуард Ефремов ( Мияки районĕ, Тимеш ялĕ) – стакансен пуххи;
Алевтина Жилкина (Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ) – çĕçĕсен пуххи;
Вера Матвеева (Мияки районĕ, Кекен ялĕ) – пластмасса витре;
Мария Григорьева (Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ) – чейникпе стакансем;
Мария Яковлева (Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ) – чашăксен пуххи.
Хаклă вулакансем, эсир пирĕн хаçатпа туслă пулнишĕн, çырăнса илнишĕн, çыхăну тытнишĕн питĕ савăнатпăр, хаклатпăр. Малалла та çыхăну татăлмасса шанатпăр. Асамлăха, шăпа пÿрнине шанакан лотерея çĕнтерÿçисене чунтан саламлатпăр. Квитанцисене редакцие ярса панă туссене пурне те тав тăватпăр. Парнесене тивĕçменнисен те кÿренме кирлĕ мар, лотерея вылявĕсем малалла та пулĕç-ха. Квитанцисене ярса пама çеç ан ÿркенĕр.
Лотерея вылявĕнче çĕнтернисем Пелепей хулине, «Урал сасси» хаçат редакцине кĕрсе хăйсен парнисене илсе кайма пултараççĕ. Пирĕн ĕç кунĕ тăххăртан пуçласа вун сакăр сехетчен тăсăлать, шăмат кунпа вырсарни кун – канмалли кунсем. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çул çÿревре пулнă чух парнисене кĕртсе хăварма пултаратпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (347 86) 4-22-81, 8 (347 86) 4-12-78.
Редакци.