Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакансем те апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче туслă та пĕчĕк йышпа субботник ирттернĕ. Ăна вырăнти паркра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк территорийĕнче, ял хастарĕн Роза Андрееван пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унта пуçаруллă, тăван ялшăн хыпса çунакансем – Нина Клеинапа Галина Васильева, Петр Васильевпа Владимир Андреев – хутшăнма кăмăл тунă. Темшĕн ыттисем çак сăваплă ĕçе хутшăнасшăн пулман. Петр Елизарович хăйĕн пăчкипе ватă, хăрнă е ытла ÿссе кайнă йывăçсене, тĕмсене каснă. Хĕрарăмсем вара кĕреçесемпе, кĕреплесемпе, çÿп-çап миххисемпе усă курса парк территорине тасатса тухнă.
Çав кунхине, каçхине, 50 см танлашакан хыр хунавĕсем илсе килнĕ. Тепĕр кунхине йĕкенпуçсем - Владимирпа Нина Клеинсем, Вадимпа Раиса Ивановсем тата Роза Андреева - çитĕнекен ăру уçă сывлăшпа сывлатăр тесе парк территорийĕнче чăрăш хунавĕсем лартнă. Çак кунсенче татах чăрăшпа хурăн, çăка хунавĕсем илсе килмелле. Апла пулсан тăван яла ешертес енĕпе ĕç малалла та пурнăçланса пырĕ. Тасалăхпа, хăтлăхпа çыхăннă субботниксене ыттисем те хутшăнсан аван пулмалла. Кашнинчех пĕр çын ĕçлессе шанса тăмалла мар.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.