Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
28 Сентябрӗн 2022, 09:25

Наркодилерсен ушкăнне ярса тытнă

Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви айăпа кĕнĕ пилĕк çын тĕлĕшпе уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Преступлениллĕ ушкăна пысăк виçепе наркотик хутăшĕсем сутнăшăн тата хатĕрленĕ пурлăха легализациленĕшĕн айăплаççĕ. Айăпа кĕнĕ çынсем суд пуласса кĕтеççĕ.

Наркодилерсен ушкăнне ярса тытнă
Наркодилерсен ушкăнне ярса тытнă

Чăн малтан наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленинче ĕçлекенсен аллине 2021 çулхи çу кунĕсенче 28 çулхи Авăркас район çынни лекнĕ. Полици ĕçченĕсем ăна Шакарла ялĕнче ярса тытнă. Унăн автомобилĕ ăшĕнче 150 грамм кокаин тупнă. Çамрăк çын наркотик хутăшĕсене сутакан преступлениллĕ ушкăнăн пайташĕ пулни паллă. Унăн йышне регионăн тата тăватă çынни кĕнĕ. Полици ĕçченĕсем вĕсене те ярса тытнă.
Айăпа кĕнĕ çынсенчен 13 кг мефедрон, 1,5 кг гашиш тата 150 гр кокаин туртса илнĕ. Преступлениллĕ ушкăн Пушкăртстан территорийĕнче, Краснодар крайĕнче, Удмурти Республикинче, Ростовпа Белгород, Пензăпа Самара, Саратовпа Воронеж, Волгоградпа Челябинск, Чулхула облаçĕсенче наркотик сутнă пулнă. Пĕтĕм Раççейĕпе наркотик хутăшĕсем сутнăшăн 50 ытла уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене пурне те пĕр ĕçе пĕрлештернĕ.
Авăркас район çынни 2 миллон тенкĕ яхăн легализациленĕ. Вĕсене вăл криминаллă суту-илÿсем тунăшăн илнĕ. Çакăншăн та вăл явап тытĕ. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанăн пилĕк çынни тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда ярса панă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: