+1 °С
Ясно


Тискер чĕр чун 18 сехет тĕлнелле ăнсăртран çул çине сиксе тухнипе авари пулса иртнĕ - автомобильпе пăши çапăннă, çамрăк чĕр чун урине амантнă. Пăтăрмах пулса иртнĕ çĕрĕ сÿрĕк мар кăмăллă çынсем пулăшма чарăннă.
«ПР Пелепей районĕн хулари ветеринари станцийĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Азамат Ишниязов пĕлтернĕ тăрăх, пăшие ĕнерхи кунран пуçласа «Лесные просторы» ООО директорĕ Анна Логинова пăхать. Видеора Анна Валерьевна чĕр чуна мĕнле пулăшу панине каласа панă.